Эссе

 Манăн педагогикăри тĕп шухăшăм

 

Вěрентекенěн чĕлхи пит çепĕç теççĕ,

Пурне те йăпатма хевти çитет.

Ун пек чĕлхе ăна кам панă теççĕ, –

Вăл чĕлхене анне çеç парнелет.

 Вěрентекенěн ăс-тăнĕ çивĕч теççĕ,

Пурин валли те пĕлĕвĕ çитет.

Ăçтан тухать ун чухлĕ ăсĕ теççĕ, –

Аталанса та хутшăнсах пырать.

                              Зинаида Михайлова

 Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа нумай шыв-шур юхрĕ. Алла диплом илнĕ чухне эпĕ хам чăваш чĕлхипе литератури, тăван халăх, анне чĕлхине вĕрентекен пулни мĕн тери яваплине, тен, ăнкарсах та çитереймен пулĕ. Çулсерен, ĕç опычĕ ӳссе пынă май, çĕнĕ ĕç мелĕсем шыранă май тăван чĕлхене вĕрентни мана савǎнăç кӳни, манăн суйлав тĕрĕс пулни çирĕпленсе те çирĕпленсе пычĕ. Çавăнпа эпĕ педагог профессине чун туртăмĕпе суйласа илнĕ тесе калас килет.

  Вĕрентекен... Çĕр çинчи чи сумлă, кирлě професси, мĕншĕн тесен вĕренмесĕр, вĕрентмесĕр чи кирлĕ нимĕнле профессие те алла илесси пулмасть. Вĕренмесĕр нимĕнле ĕçе те тытса тума май çук. Уйрăмах ĕмĕрсем хушши, Çеçпĕл Мишши ентешĕмĕр калашле, „миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухнă, миçе çичĕ ютăн мăшкăлне чăтнă” çепĕç те илемлĕ, ачаш та янăравлă, çемçе те хăватлă, çав вăхăтрах çивĕч те паттăр чĕлхемĕре вĕрентес ĕç сăваплă та çав тери яваплă. Ачасене чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче тĕрĕс çырма, илемлĕ вулама хăнăхтарни, ман шутпа, çителĕксĕр, вĕсене мăн асаттесен чĕлхине юратма, хисеплеме, аталантарма, чăн чăвашла шухăшлама, пуплеве уçăмлă йĕркелеме вĕрентмелле.

Ман шутпа, вĕренӳри чи витĕмлĕ хатĕрсем вĕсем, пĕрремĕшĕнчен – сăмах, тăван сăмах, иккĕмĕшĕнчен – тĕслĕх, ĕçпе çирĕплетни. Ĕлĕкренех халăх çитĕнекен ăрăва ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе, юмах-халаппа ăс панă, йăла-йĕркере, уявсенче, ĕçре хăйсем тĕслĕх пулса пынă. Каланă сăмахпа тăвакан ĕç пĕр килсен выртакан чул та çĕкленĕ. Эпĕ чăваш чĕлхине пĕлнине, хисепленине, юратнине вĕренекенсем умĕнче ахаль каласа хăварнипе çеç мар, хамăн пуплевпе, пултарулăхпа, ăсталăхпа çирĕплетсе пыратăп пулсан çавăн чухне тин вăл чăн сăмах пулать.

 «Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», - тенĕ Г.Н.Волков ăсчах. Вăл сăмахсем ман чуна вырнаçнă, çавăнпа юнашарах «Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи», - тени те янăрать. Чуна вăл епле лăпкăн ачашлать, канăç кӳрет. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче, тĕрлĕ йывăрлăх тӳссе, аталантарса, ӳстерсе пынă. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Ман шутпа, халĕ те çавăн пекех.

Тăван чĕлхере авалтан паянхи куна çитнĕ ăс-пурлăх упранать. «Хам илтнĕ халап-юмах, ваттисен сăмахĕсем, пурнăç ӳкерчĕкĕсемпе пĕрлех ача чухне ман ăс-тăна хытă кĕрсе ларнă, çут çанталăкпа çут тĕнчене эп çавсем витĕр кура пуçланă. Чăваш ăсĕ-тăнĕпе чăваш шухăшĕ хайласа кăларнă пултарулăх, çав пултарулăхра ӳкерĕнсе юлнă чăваш халăхĕн чунĕ мана чăннипех те чăваш кăмăллĕ тумалла пулнă», – тесе çырнă XIX ĕмĕрте пурăннă чăвашсен паллă çыравçи Никифор Охотников. Эпĕ те мĕн ачаран тăван чĕлхене юратса ÿсрĕм, вăл ман чуна ларчĕ.

Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне ăшăтать тата кăмăлне çĕклет. Ватта-вĕтте йăпатать, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пурăнма хавхалантарать. Çĕр çинче те, космосра та вăл пĕр пекех хăватлăн, илемлĕн янăрать. Ман шутпа, тăван чĕлхене хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать. Чăваш чĕлхин тасалăхне упрасси чи малтанах çемье ăшшинчен, атте-аннерен нумай килет. Ашшĕпе амăшĕ ачине чăвашла сăпка юррипе ӳстереççĕ пулсан, çав ача епле унăн ачашлăхне манма пултарĕ-ха? Мĕнле çепĕççĕн янăрать сăпка юрри! Нумайăшĕ вара пĕчĕкренех ачапа вырăсла калаçма хăтланать, ачан чĕлхине хуçать. Тен, малтан амăш чĕлхипе таса калаçма хăнăхтармалла, ӳсерехпе ача хăйех тĕрĕс çул суйласа илĕ. Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Пĕчĕк чун хăй ăнланмасăрах ют чĕлхене йышăнма пуçлать. Ман шутпа, ку тĕрĕс мар. Тăван чĕлхе пулăшнипе эпир пурнăçа ăнланатпăр, çут çанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр, тавралăхри илемпе киленетпĕр. Тен, тăван чĕлхе ачашлăхне илтменрен, çепĕçлĕхне ăша хывманран эпир çут çанталăка упрама та манатпăр? Хăй вăхăтĕнче ачан ашшĕ-амăшĕ чĕлхе илемне туйманран, курма пултарайманран çавăн пек ачасем çитĕнсе пыраççĕ теес килет манăн.

Ĕлĕкхи ватăсем акă мĕнле каланă: «Пĕр йывăç касрăн пулсан, ун вырăнне виççĕ ларт». Çакăн пек ваттисен сăмахĕсем мĕн чухлĕ! Вĕсем никамăн та мар, чăвашăн кăна. Чăваш чĕлхине мантарма тăрăшнă ашшĕ-амăшĕ çак ăслă шухăша ачисем патне çитерменех пулĕ.

Манăн педагогикăри тĕп шухăшăм – чăваш чĕлхин фонетикине, лексикине, морфологипе грамматикине, синтаксине вĕрентесси анчах мар, ачасенче чăвашлăх туйăмне аталантарасси. „Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси, тĕрĕс çырасси çыннăн культура шайĕ. Тăван чĕлхене упрар, ăна ӳсме пулăшар. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ. Çав мул пирĕн пысăк, вăл тата пысăкрах пултăр. Тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшăр”, - тенĕ чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ. Эпĕ вĕренекенсене çакна асра тытса тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантаратăп.

Вĕренекенсене хăйсем чăваш ачисем пулнипе мăнаçланма хавхалантарас тесе халăх сăмахлăхĕпе йăли-йĕркине тытса пырас ĕçе явăçтаратăп, этнопедагогика тĕслĕхĕсене тĕпе хума сĕнетĕп, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса пултарулăха туптама майсем туса паратăп. Вĕренекенсем хăйсем чăваш халăхĕн чĕптĕмĕ пулнине ăнланса унăн паянхи чун ыратăвĕпе малашнехи кун-çулĕ çинчен шухăшлама, яваплăха туйма вĕренччĕр тесе тимлетěп.

Эпě кашни ачан чун-чěри патне уйрǎм çул-йěр шыраса тупма тǎрǎшатǎп. Ачана ун çитменлěхěсене пǎхмасǎр, вǎл мěнле пур – çаплипех, таса чěрепе йышǎнсан кǎна чǎннипех юратма пулать, çавǎн чухне тин вěренекен чунěнчи пěр унǎн кǎна пур чи хитре хěлěсем янǎраса каяççě. Кашни ачана йěри - тавралǎхне, самана таппипе килěштерсе пурǎнма хǎнǎхтарас, хамǎр йěркеллě пулсан çут тěнче мěн тери хитре те сапǎр иккенне тěрлě хайлавсем тǎрǎх ěнентерес тесе тǎрǎшатǎп. Ачасем пěр-пěр темǎна ǎнкарса ǎнланма, пěр-пěрне хисеплеме хǎнǎхчěр тесе тимлетěп. Мěн ěмěр тǎршěпех вěсемшěн Ырǎ кǎмǎллǎхпа Тěрěслěх, Юратупа Илемлěх пурнǎçра чи пысǎк пахалǎх пултǎр тесе ěçлетěп. Чи пахи вара - эпě вěрентнě е вěрентекен ачасем урокра панǎ тěслěхсене ǎша хывса чǎн-чǎн çын пулни, йывǎрлǎха лекнě çынна пулǎшма яланах хатěр пулни.

Çул хыççǎн çул иртет. Темěн те туса ěлкěрес пулать. Анчах та епле пулсан та ача вǎл ачах, вěрентекен вара – вěрентекен вырǎнěнчех юлать.  Самани тěрлě еннелле улшǎнать пулин те вěрентекенěн умěнче яланах çак тěллевсем пулнǎ, пулаççě те:

1)  вěренекенсене çирěп те тарǎн пěлӳ парасси,

2) кашни ачан пултарулǎхне урокра та, урок тулашěнчи ěçсенче те  аталантарса пырасси,

3)  пěлӳ тěнчипе интереслентерсе ярса хǎйěн шухǎшне хаклама, ытти ачасем умěнче туллин тишкерме вěрентесси,

4)  вěренекене хǎюллǎ, çирěп кǎмǎллǎ пулма, хǎйне шанма,  тěрěслěхе вуласа тěпчес, пěлес туйǎмне аталантарасси,

5)  вěсен çывǎх юлташě пуласси.

Вěрентекен пулма çǎмǎл-ши? Паллах, çук. Шырамалла, пěлмелле, тěпчемелле, вěренмелле. Ачасем уроксенче çěннине пěлни, олимпиадǎсемпе терлě конкурссенче çитěнӳсем туни пěтěм йывǎрлǎхě манма пулǎшать, малашне ытларах та ытларах “çанǎ тавǎрсах” ěçлеме хавхалантарать. мěншěн тесен вěренекенсем кашни урокрах çěннине пěлме тǎрǎшаççě, малалла ǎнтǎлаççě, мана куçран пǎхаççě, эпě вěсемшěн çěнěлěх уçасса кěтеççě.

Хама эпĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен савăнса шкула каятăп, тулли кăмăлпа киле таврăнатăп. Эпĕ суйласа илнĕ ĕç манăн чун туртăмĕпе пĕр килни мана вăй-хăват парать, çĕнĕрен те çĕнĕ ӳсĕмсем тума хавхалантарать.

Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев халалне эпĕ яланах асра тытатăп: „Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕкçĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тӳр килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕштерсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать”.

Эпĕ 40 çул ытла чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулса вăй хуратăп. Ĕçре чăрмавсем те пулман мар, ырă пуçарушăн йывăрлăха лекни те пулкаланă, анчах эпĕ нихăçан та мĕншĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен ĕçне суйласа илтĕм-ши тесе ӳкĕнмен. Ӳкĕнме мар, шухăшламан та. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ шайри конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене, йăла-йĕрке уявĕсене хаваспах хутшăнатăп. Шкулта историпе краеведени музейĕ те пур, литература кружокĕнче ачасене сăвă-калав хайлама вĕрентетĕп. Чун-чĕрепе тунăран çакă мана киленĕç кӳрет, вăл манăн тĕнче, пурнăçри тĕп ĕç пулса тăрать.

Манăн ĕçе чи малтан ачасем хак параççĕ. Ачасем çырнǎ „Вĕрентекене тав тǎватǎп” сочиненири йĕркесем те çакна çирĕплетеççĕ: „Вера Николаевна пире чăваш чĕлхине юратма, тĕрĕс те çыпăçуллǎ калаçма-çырма вĕрентет. Чăваш чĕлхи пуянлăхне, янăравлăхне эпир чăнах та чĕрепе туйса илетпĕр. Вĕрентекен пире тĕрлĕ конкурса хутшăнма хавхалантарать, тытăннă ĕçе юратса та тĕплĕ тума вĕрентет.” Ачасем хăйсен хайлавĕсенче ман ĕçе çапла хакласа çырнине кура, Митта Ваçлейĕн сăввинчи йĕркесене кăшт улăштарса „çак юрра эп ахаль мар юрлатăп” теес килет.

Вĕрентекен – çутă маяк. Ун çути вĕренекенсен малаллахи пурнăçне çутатса тăтăр тесен учителĕн яланах вĕресе тăмалла, çĕннине шырамалла. Шыратăп, тăрăшатăп, малалла талпăнатăп.

Пурнăç улшăнса, вĕренӳ мелěсемпе меслечĕсем çĕнелсе пынă май вĕрентекен аталанса пымасан ăнăçу пуласси пирки ĕмĕтленмелли çук. Вĕрентме хамăн та нумай вĕренес пулать. „Пурнăçра чи кирли – хамăрăн опыт”, - тенĕ Вальтер Скотт. Çак сăмахсене тĕпе хурса çулсеренех профессири ăсталăха ӳстересе пыратăп. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлӳ илме, пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма, чăвашлăхпа тапакан чĕресене хастар пулма хавхалантарса пынă май шкул ачисемшĕн хам тĕслĕх пулма тăрăшатăп.

 Телейлě-ши эпě? Телее темиçе енчен те хаклама пулать, анчах та Вěрентекен пулнипе эпě хама телейлě туятǎп, мěншěн тесен мана кашни кунах ачасем кěтеççě, вěсем ман ǎшǎлǎха, хǎйсене шаннине туяççě. Уроксенче çěнě технологи хатěрěсемпе усǎ куратпǎр. Çакǎ вěрентекене хǎйěн ěçне тухǎçлǎ та кǎсǎклǎ, тěрлě енлě те курǎмлǎ йěркелеме май парать. Кабинетсем çултан çул çěнелсех  пыраççě. Вěрентӳ тытǎмěпе чылай çěнěлěхсем пулса иртрěç, анчах та вěрентекен – ачасен маçтǎрě. Çапах та çакна та  манмалла мар, пирěн чи пысǎк пуянлǎх – вěренекенсем, вěсем хǎйсене пěлӳ тěнчинче мěнле туйни, эсě вěсене ǎс пани.

 Лайǎх вěрентекен пулас тесен тǎрǎшни, ěмěтленни, кěтни, кǎмǎллани çеç çителěксěр.  Мěншěн-ха эпě вěрентекен? Мěншěн тесен шкул- пурнǎç, пурнǎç вара пěр вырǎнта тǎмасть. Кунта ачасен хаваслǎ шавě, кулли, савǎнǎçě, пěтěмлетěвě. Кунтах ачасем ǎмǎртмалла тǎлпǎнса вěренни, çул-çӳрев, вěсен çитěнěвěсем. Çитěнӳ тǎвасси те пěр тумхахсǎр пулмасть, çавǎнпа та ǎна шкул пурнǎçě теççě. Кунтах пǎшǎрхану, кǎмǎл хуçǎлни, ěмěт татǎлни те пулать. Кěтмен - туман çěртен ачасем сǎмахсене йǎнǎш çырни, пěр-пěр вěренекен урока хатěр марри чěрене пырса тивет, вара шухǎша путатǎн.

 Ваттисем ĕлĕкех çынсем сана пĕр çул асра тытчăр тесен тулă ак, вунă çул тетĕн пулсан – йывăç ларт, ĕмĕр асра юлас тесен халăха вĕрент тенĕ. Хама валли ырă ят тăвассишĕн çунмастăп, ачасен чĕрисене чĕртме талпăнатăп. Эпĕ акакан ырă вăрлăхран ырă çимĕç пуласса шанатăп.

Малашне те эпĕ хам ĕçе чун-чĕрепе парăнса, ачасене юратса вĕсемпе пĕрле яланах вĕренсе пырăп, çĕннине шырăп. Тăрăшса ĕçлекеншĕн – çул уçă. Çапла пулăр!