Викторина «Кăвар чĕре»

«Кăвар чĕре» викторина
 
1.    Çеçпĕл Мишши ăçта çуралнă?
2.    Çеçпĕл Мишшин чăн-чăн ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ мĕнле?
3.    Миçемĕш класра чухне тата мĕне пула вăл йывăр чирлесе ÿкет?
4.    Шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта тата мĕнле ĕçре ĕçлет?
5.    Çеçпĕл Мишши кам патне юратуллă çырусем çырса тăнă?
6.    Миçемĕш çулта поэт Шупашкара куçса каять? Мĕнле ĕçе вырнаçать?
7.    Мĕншĕн Çеçпĕл Мишши художник пулас ĕмĕтне пурнăçлайман?
8.    1922 çулхи март уйăхĕнче Çеçпĕл     ăçта тата кам патне пурăма куçать?
9.    Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ çинчен Украинăра камсем кĕнеке çырнă?
10.Ун çинчен мĕн ятлă илемлĕ фильм ÿкернĕ?
11.Çак йĕркесене поэтăн хăш сăввинчен илнĕ?
           «Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
           Чăваш ачи, сассуна пар!
           Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
            Килсем! Килсем! Эс пур – çук мар».
 
Хуравсене чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче  йышăнаççĕ.