Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Эрнене чăваш халăхне çутта кăлараканне – И.Я.Яковлев пултарулăхне халалланă. Вăл «Аслă Вĕрентекенĕмĕр» кĕнекесен выставкипе уçăлчĕ. Чăваш культурипе çут ĕçĕн паллă ĕçченĕ, педагог-демокрачĕ, çыравçи 1848-мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн пурнăç çулĕ çинчен калакан тĕрлĕрен кĕнекесемпе журналсене выставкăна вырнаçтарнă. Вăтам çулхи ачасем Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачи», Иван Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем» кĕнекисене юратса вулаççĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих