Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ. Курнавăш шкулĕнче  вĕренекенсем И.Я. Яковлев  тата унăн вĕренекенне К.В.Иванова халалласа  «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем», «К.Иванов – чăваш поэзийĕн классикĕ» хаçатсем  кăларнă. Вĕсенче  И.Я.Яковлевăн  тата К.В.Ивановăн  ĕçĕ-хĕлне çутатакан  пуян содержаниллĕ  материалсемпе  паллашма  пулать.

     И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн  яланах хисеплĕ çын пулнă. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен  нумай паллă çын вĕренсе тухнă. Çав шутра чăваш поэзийĕн шурăмпуç çăлтăрĕ Константин Иванов та. Аслă поэт çуралнăранпа часах 120 çул çитет.

    Паянхи кун та  И.Я.Яковлевпа К.В. Ивановăн  пархатарлă ĕçĕсем   манăçмаççĕ.

    Çак кунах 6-мĕш класра  «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе»  литературăпа музыка композицийĕ  иртрĕ.