И.Я.Яковлева халалласа

Чăваш чĕлхи эрни  малалла тăсăлать.  Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче  шкулта  1-11 класс  ертÿçисем    И.Я.Яковлева халалласа «Тăван чĕлхе -  асаттесен пехилĕ», «Тăван чĕлхен хальхи пурнăçри вырăнĕ»,  «Тăван чĕлхе  чуна çĕклет». «Аслă Вĕрентекенĕмĕр – И.Я. Яковлев», «Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр», «Янăратăн эсĕ, ман чăваш чĕлхем»,  «И.Я. Яковлев тата хальхи самана», « К.В. Иванов – шурăмпуç çалтăрĕ»  ятпа  тĕрлĕрен  кăсăк калаçусем ирттерчĕç.  Ачасем чăваш чĕлхи пирĕн тĕп пуянлăх, ăна куллен-кунах  упраса  аталантарса пымаллине, чăваш халăхĕн  ятлă-сумлă  çыннисемпе - И.Я.Яковлевпа тата  К.В.Ивановпа мăнаçланма  пултарнине татах та  туйса илчĕç.