Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Курнавăш шкулĕнче Елчĕк тата Шупашкар районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ пулса иртрĕ. Семинар ĕçне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ Н. Г. Иванова хутшăнчĕ.
Н.Н. Круглова вĕрентекен Елен Нарпи çырнă «Тивĕç» калавĕ тăрăх 6-мĕш класра вĕренекенсемпе уçă урок ирттерчĕ. Вăл «Килти вулав кĕнекинчи» асăннă калава суйласа илни те ахаль мар. Елен Нарпи 9-10 –мĕш классенче Курнавăш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Вырăскасси ялĕнчен шкула çÿрекен Елена Димитриеван литература еннелле пысăк туртăм пуррине вĕрентекен ун чухнех асăрханă. Уйрăмах Лена пултарулăх сочиненийĕсене илемлĕ те сăнарлă чĕлхепе çырма пултарни пурне те савăнтарнă. Малашнехи пурнăç çулне те вăл аслă шкулпах çыхăнтарнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн кунтах студентсене вĕрентме юлать. Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) - филологи наукисен кандидачĕ. Вăл паянхи чи тухăçлă çыракан çамрăксенчен пĕри. «Сетреслÿ ĕмĕрĕ» калав (1990 ç) , «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повесть (1995), «Чечексем çеçке тăксан» повесть (1998) тата ытти произведенисем шăпах çакна çирĕплетеççĕ те. Ун пултарулăхĕ пĕрре пăхсан ансат пек, анчах та ку çиелтен пăхсан çеç çапла. Шалта вара çамрăксен пурнăçĕн кăткăс хутшăнăвĕсем, вĕсене тарăнрах ăнланас тесессĕн хăвăн та чунпа тасарах пулмалла. Чун илемĕ, этем тивĕçĕ, юрату - ĕмĕрхи çакă ыйтусем канăç памаççĕ ăна. Унăн илемлĕ чĕлхепе çырнă повеçĕсемпе калавĕсене вулама пуçласан сана темле каласа памалла мар тухатупа тыткăнлать. Кусем йăлтах Елен Нарпи пултарулăхĕн иксĕлми вăйĕ пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Тата çакна та палăртса хăвармалла, Е. Нарпи юлашки вăхăтра шкул ачасем валли те сахал мар çырать.
Малтанах Н.Н.Круглова вĕрентекен Елен Нарпи пурнăçĕпе пултарулăхне сăнлакан презентаципе паллаштарчĕ, çыравçăн биографийĕнчи паллăрах самантсене аса илчĕ.
«Тивĕç» калав – 6 мĕш классен «Килти вулав кĕнекине» кĕнĕ произведени. Кашни çыннăн тенĕ пекех çĕр çинче юратнă кĕтес пур. Вăл эпир ÿснĕ вырăнсем, тăван ял, атте-анне, палланă çынсем. Пурте вĕсем пирĕн чунсене çав тери çывăх. Пирĕн йĕри-тавралăх, кăмăл –туйăм йĕркеленĕвĕ çывăхри пулăмпа пĕрле аталанса пырать. Калав геройĕ- Алюш Петров, икĕ çул салтакра пулса тăван ен хакне аван ăнланса илнĕ. Сакăр-тăхăр çул каяллахи ун куçĕ умне тухса тăрать. Юрпа çумăра, хĕвелпе çиле пула сăрри кайса пĕте пуçланă кивĕ кăна хĕрринчи йывăç пÿрте курсан вăл Хреççи аппăшне аса илет. Ялан асра тытнă пулсан та унччен кĕрсе тав сăмахĕ калайманшăн пăшăрханать.
Ман шутпа, Алюш нимĕнле киревсĕр ĕç те туман. Ашшĕсĕр тăлăх ÿсни те, ачасем куншăн час-часах йĕплесе илни те хуçса ÿкереймен ăна. Математикăпа уксахлакалани пулнă-ха. Çавăнпах Геронтий Никонорович вĕрентекен шкулта кая хăварать ачана, каç пуличченех тытать. Çил-тăмана пула Алюш çул çинче аташса каять. Çĕлĕкне çухатни тарам, чутах аташса вилмест. Çав вăхăтра Хреççи аппăш сурăххисене валли аслăк çинчен утă илме тухман пулсан, мĕн кĕтнĕ пулĕччĕ-ши?
Шкул вĕрентекенĕ киле кăштах маларах янă пулсан каç сĕмĕллĕ çил-тăманра Алюш та аташман пулĕччĕ. Анчах та пирĕн пурнăç, чылай чухне тулашри (апла пулсан та тĕп сăлтав çанталăк пуль) кĕтмен япаласемпе ылмашăнать. Чун- чĕрери ырă енсем - «чыс», «тивĕç», «пĕр-пĕрне ăнланни» тата ытти те пирте мĕн ачаран аталанса пымалла.
Мĕн-ха вăл тивĕç? Тивĕç сăмах вăл анлă ăнлав. Ку калавра вăл - уйрăм çыннăн кăмăл-сипечĕпе çыхăннă, тав сăмахне вăхăтра калайманни пулса тăрать. Алюш хăй тивĕçне ырана хăварса пырать, хăйне çăлнă çынна асĕнчех тытса пурăнать, анчах та кая юлать. Вăл салтакран таврăннă çĕре Хреççи аппăш çĕре те кĕнĕ иккен. Хамăра йывăр вăхăтра пулăшнă çынсене вăхăтра тав тума мĕншĕн манатпăр-ши? Акă мĕн çинчен ку калав.
Малалла В.В. Воронова «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче ИКТ мелĕпе усă курасси» темăпа мастер-класс ирттерчĕ. Паянхи кун вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ технологипе усă курмасăр май çук. Çавăнпа та вĕрентекен кулленхи çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшать. ИКТпа усă курнă уроксем ачасен вĕренес туртăмне ÿстереççĕ.
Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
Пухăннисем Н. Н. Круглова вĕрентекен уçă урока паянхи çĕнĕ технологипе усă курса, методика тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра ирттернине палăртрĕç.