Учительсем «Чĕре кĕввисем» телетĕпелте пулчĕç

Ěнер,  ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕк  район администрацийĕн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист - эксперчĕ Н.Ф.Малышкин ертсе пынипе   чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем  Шупашкарта пулчĕç. Малтанах  К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейне çитсе курчĕç, унти пуян экспонатсемпе паллашрĕç.

            Каçхине, 6 сехетре вĕсем Трактор тăвакансен культура керменĕнче  Учитель  çулталăкне халалланă «Чĕре кĕввисем» тĕлетĕпеле хутшăнчĕç. Унта  Чăваш Республикинчи пултаруллă вĕрентекенсене  чысларĕç. Чăваш  чĕлхине вĕрентекенсен  сумлă ĕçне палăртса  чылай ăшă сăмах каларĕç, вĕсен ячĕпе илемлĕ юрă-кĕвĕ  те янăрарĕ.