Чăваш чĕлхи эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

Ака уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче  Курнавǎшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам  шкулта  Чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ.  Чăваш халăхне çутта кăларакан  И.Я. Яковлев  ячĕпе тÿр килет вăл çулленех. Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа  кăçал 162 çул çитрĕ. Унăн  маттур вĕренекĕнĕсенчен пĕри, чăваш поэзийĕн чи çутă çалтăрĕ  К.В.Иванов та 120 çул тултарать. Çавна май  уяв сулмаклăхĕ тата та пысăк. Шкул ачисем  чăваш халăхĕн çутă  пуласлăхне  шанса ĕçленĕ мухтавлă çыннăмăрсен  пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе  тĕплĕнрех  паллашаççĕ. Уяв кунĕсенче кăна мар, тĕрлĕрен мероприятисем  çулталăкĕпех пулĕç.

Чăваш чĕлхи эрнине  шкул ачисем те, вĕрентекенсем те  хастар  хутшăнчĕç. Уйрăмах 6, 11 «а», 7, 8-мĕш классене  палăртса хăвармалла. 6-мĕш класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Ефимова А.Н.) «Тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи» литературǎпа музыка композицийĕ хатĕрлерĕç. 7 тата 8 классенче вĕренекенсем  (класс ертÿçисем - Воронова В.Н., Федорова Т.П.)  ертсе пынипе пуян содержаниллĕ, хитре те илĕртÿллĕ  хаçатсем  кăларчĕç.

Чăваш чĕлхи  эрнинче  республикăри  тĕрлĕ пултарулăх ăмăртăвĕсенче палăрнă вĕренекенсене  дипломсем парса чысларĕç. Çеçпĕл Мишши  çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă  интернет  олимпиадǎра  9-мĕш класра вĕренекен Курчина Анна   1-мĕш вырăн, Смирнова Света - 8 класс,  (ертÿçи Воронова В.Н.)  - 2-мĕш вырăн, Мартышкина  Ольга - 10 «а» класс, Смирнова Анжела,  Николаева Елена, Прохорова Валентина - 11 «а» класс (ертÿçи Круглова Н.Н.) 2-мĕш вырăна тухма  пултарчĕç.

9-мĕш класра вĕренекен Курчина Анна (ертÿçи Воронова В.Н.) республикăра иртнĕ  «Халап хапха тăрринче…» интернет конкурсра  3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Раççей шайĕпе иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç-2010» вăйă -конкурса та  Курнавăш шкулĕн 55 вĕренекенĕ хутшăнма кăмăл турĕ. Çак кунсенче унăн пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулчĕ. 36 ача диплом илме тивĕçрĕç. 3,5,6,7  классем  (класс ертÿçисем  Горшкова В.Е., Светопольская Е.П., Ефимова А.Н., Воронова В.Н.) уйрăмах хастар пулчĕç, лайăх пĕлÿ кăтартрĕç. Пултарулăх ăмăртăвĕсенче палăрнă ачасемпе  вĕсен вĕрентекенĕсене  саламлатпăр, малашне те  çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Эрне пĕтĕмлетĕвĕпе эсир фотохроникăра  та паллашма пултаратăр.