Ветаранăн пурнăçĕпе паллашас тесе 10-мĕш класра вĕренкенсем Прохоров Игнатий Владмировичпа тĕл пулу туса ирттерчĕç. И.В.Прохоров Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнать. Мĕн вăрçă вĕçленичченех нимĕçсен тыткăнĕнче пулнăскер, çак кунсене куççульсĕр аса илеймест.
«Вилĕм лагерĕнче» терт нушине чăтса ирттернĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнса çĕршыва тĕреклетес енĕпе ырми-канми тăрăшнă, çемье савăрса ача- пăча ÿстернĕ… Çапла, вăхăт иртет, анчах ветеранăн чун тата ÿт суранĕсем çаплипех пирчемеççĕ. Çамрăклăхра тÿснĕ хăрушă самантсем тепĕр чухне тĕлĕке килеççĕ, чĕрене ыраттараççĕ. «Чылайăшне маннă та ĕнтĕ», -тет пулин те вăл каланисене итленĕçемĕн чун сÿлет, пуçра вара: «Этем çакнашкал асапсене те тÿсет-ши?»- текен шухăш çуралать.