«Поэзи çăлтăрĕсем -2010» конкурсран – çĕнтерÿпе

   Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  районти  шкул ачисемпе вĕрентекенсем  хушшинче  илемлĕ вулакансен  «Поэзи çăлтăрĕсем - 2010» фестиваль иртрĕ. Фестивале  Курнавăш шкулĕнче  6 класра вĕренекен Корнилова Марийăпа 11-а класра вĕренекен  Светопольская Рина  хутшăнчĕç. «Чăваш  çыравçисен  вăрçă темипе  çырнă  хайлавĕсене  илемлĕ  вуласси» номинацире  Корнилова Мария, 6 класс (ертÿçи – Воронова В.Н.) -  1-мĕш, «Артист пултарулăхĕ»  номинацире  Светопольская Рина, 11-а класс (ертÿçи – Круглова Н.Н.)  1-мĕш вырăн  йышăнма пултарчĕç.

    Марийăпа Ринăна тата вĕсене конкурса хатĕрлекенĕсене – Вера Николаевна Вороновăпа Надежда Николаевна Кругловăна   саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!