Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Патшалăх символĕсем çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийе парас, тăван çĕре юратма хăнăхтарас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакна асра тытса 6-мĕш класс ертÿçи Ефимова А.Н. вĕренекенсем хушшшинче «Манăн пĕчĕк çĕршывăн символĕсем» информаци сехечĕ ирттерчĕ. Çак мероприяти ачасене хамăрăн Гимн, Герб, Ялав пурришĕн чăнласах та савăнмаллине, мăнаçланмаллине аса илтерчĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих