Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнě май

        Паян, çу уйăхěн 21–мěшěнче, Курнавăш шкулěнче 5,10-мěш классенче  «К.В. Иванов- чăваш поэзийěн классикě»  литературăпа музыка композицийě иртрě. Малтанах чăваш чěлхипе литературине вěрентекен В.Н.Воронова   аслă поэтăмăр пурнăçěпе ěçě-хěлне сăнлакан презентанципе паллаштарчě.

           Константин Васильевич Иванов  Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче, 1890 çулхи çу уйăхĕн 15 (27)-мĕшĕнче çуралнă. Кунти илемлĕ çут çанталăк, ял çумĕпе юхакан Слак  шывĕ,  ту тăрринчен юхакан  сип-сивĕ çăл куçсем, валак тăрăх шăнкăртатса юхни, вăрмансемпе инçе-инçе тăсăлакан улăхсем пулас  поэтăн илем тĕнчине  чĕрĕ вăй парнеленĕ тейĕнех.  «Нарспи» поэмăра çак илемлĕ сăнлăхĕсем куçкĕретĕнех пирĕн пата таврăнаççĕ. Ку ÿкерчĕксене эпир «Силпи ялĕнче» сыпăкра та, поэмăн малаллахи  çаврисенче те аван куратпăр:
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса ...

Тăван çут çанталăкран  сĕткен илнĕрен К. Ивановăн  ÿкерчĕкĕсем чĕрĕ, пурнăçри пек. Тен, çавăнпах пулě, вăл çырнă  хайлавсене ачасем юратса вулаççě.

          Литературăпа музыка композицийěнче «Нарспи» поэма сыпăкěсем тата «Икě хěр» сăвăлла юмахě, илемлě юрă-кěвě янăрарě.

            Çавăн пекех шкул ачисен Константин Иванов хайлавěсем тăрăх  ÿкернě ÿкерчĕксен куравне те йěркеленě.

          Çак кунсенче пулса иртнě  республикăри Интернет олимпиадăна та (ăна К.В.Иванов çуралнǎранпа 120 çул çитнине  халалланă) ачасем  хутшăнма кăмăл турěç. Уйрăмах  6 тата 8-мěш классенче вěренекенсем  хастар пулчěç.