Чăваш чĕлхин тĕпчевçи Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа 140 çул, 17 томлă словарĕн пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнăранпа юпа уйăхĕнче 100 çул çитрĕ. Çав ятпа чăваш тетелĕнче «Сăмах тĕнчи» интернет олимпиада иртрĕ. Унта Курнавăш шкулĕнче вĕренекенсем ( Светопольская Елена, 7 кл., Курчин Михаил, 8 кл., Смирнова Светлана, 9 кл., Цветкова Анастасия, 10 кл., Курчина Анна, 10 кл.) хастар хутшăнчĕç.
Н. И.Ашмарин Етĕрне хулинче çуралнă, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Кăрмăшра иртнĕ. Вăл СССР Ăслăлăх академийĕн член –корреспонденчĕ, профессор пулнă. Тĕпчевçĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ- чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ. Словаре пухса йĕркелес тĕлĕшпе Н. И.Ашмарин мĕн виличченех ĕçленĕ. Словарьте 40 пин ытла сăмах, чăваш чĕлхин ĕмĕрсем хушши аталанса пынă лексика пуянлăхĕ, чăваш халăхĕн пурнăçĕпе йăли-йĕрки, унăн шухăшĕпе ĕмĕчĕсене кăтартса паракан тĕслĕхсем. Ку словаре хамăр çĕр-шывра кăна мар, ытти çĕр-шывсенче те аван пĕлеççĕ.