«Пуплев культурин çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕнче хутшăннă

      Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ  ĕçченĕ А.Е. Горшков  доцент çуралнăранпа 80 çул тултарнине халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Пуплев культурин çивĕч ыйтăвĕсем»  темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Курнавăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Круглова Надежда Николаевна хутшăннă, «Тăван литература тата унăн методики» секцинче «5-мĕш класра  Мария Ухсайăн «Ирхи сывлăм» хайлавне вĕрентесси» темăпа тухса калаçнă. Статьяна пичете сĕннĕ.