2010 çул çĕр-шывра, республикǎра Вĕрентекен çулталǎкĕ пулнипе палǎрса юлчĕ. «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче вĕрентÿ тата воспитани, педагогика ĕçне çутатас, çенĕлле тǎрǎшакансене хавхалантарас, лайǎх ĕслекен учительсен опытне сарас тĕллевпе «Пурнǎçри тĕп çын» конкурс ирттерчĕ.
Очерксен жанрĕнче Курнавǎшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Н.Круглова «Вĕрентекенĕн çутǎ сǎнарĕ» ĕçĕпе палǎрчĕ, 1-мĕш вырǎн йышǎнчĕ.
Çакна та палǎртма кǎмǎллǎ: республикǎри вĕрентекенсем хушшинче иртнĕ «Урхамахсем тǎрǎç тǎпǎртатса…» Интернет-конкурсра та Надежда Николаевна «Ахун ятлǎ ут кĕтÿçĕ çинчен хывнǎ халап» очеркпа 3-мĕш вырǎна тухма пултарчĕ.
Надежда Николаевнǎна малашне те ǎнǎçусем сунатпǎр!