« Чĕвĕлти чĕкеç -2011» вăйă конкурс иртрĕ

Нарăс уйăхĕн  3-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта  «Чĕвĕлти чĕкеç -2011» вăйă  конкурс  иртрĕ.  Унта  4-11 –мĕш классенче  вĕренекен  40 ача хутшăнчĕ. 

1 сехет те 15 минутра вĕренекенсенсем  чăваш чĕлхипе тата лингвистикăпа çыхăннă 30 ыйтăва хуравларĕç. Вăйăра  уйрăмах 4, 5,  7, 10-мĕш класра вĕренекенсем  хастар пулчĕç.

 Халĕ вĕренекенсем  вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.