Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче Регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртнĕ. Семинар ĕçне вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем Ю.М.Виноградов, Н.Г.Иванова, Л.Г.Петрова, Л.А.Смирнова, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Н.Круглова, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Тăвай Шупашкар тата Тутар Республикинчи Пăва, Çĕпрел, Аксу, Элкей районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăннă. Вĕсем Т.М. Майорова (Шомикри тĕп шкул), А.М. Степанов (Калайкассинчи вăтам шкул), О.А.Вишнева (Шатракассинчи тĕп шкул) вĕрентекенсем ирттернĕ уçă уроксене итленĕ, вĕсен ĕç опычĕпе паллашнă. Семинар пуриншĕн те усăллă иртнĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих