Чăваш литературинче Ухсай Яккăвĕн ячĕ – чăннипех чаплă ят, вăл - чăваш çырулăхĕн вăйĕ, мухтавĕ, чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин ÿнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн тата Раççей Федерацийĕн М.Горький ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, 52 кĕнеке авторĕ. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн улăпĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Çĕр тата тÿпе поэчĕ» ятпа литература уявĕ иртрĕ. Унта 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем Я.Г.Ухсай сăввисене вуларĕç, унăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих