«Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи» кĕнекесен выставкине йěркеленě

Ака уйǎхěн 22-мěшěнче Курнавăшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури кабинетĕнче  «Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи» ятпа  кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.  Юхма Мишши 1936 çулта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче çуралнă. Çыравçă кăçал 75 çул тултарчĕ.  Юхма Мишши ача-пăча валли те нумай  çырнă: «Çăлтăрсем чĕнеççĕ»,  «Элпи чечекĕсем»,  «Мулкач валли шурă кĕрĕк», «Шур акăш тĕкĕ»,  «Хĕвел хăлхи» тата ыттисем те.