Калаçусем ирттерчĕç

    Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  1-11-мĕш  классенче  вĕрентекенсем  тĕрлĕ темăсемпе калаçусем ирттерчĕç:

Ухсай Яккăвĕ - çĕрпе тÿпе поэчĕ.

Г.Н.Волков - этнопедагогикăна никĕслекенĕ.

И.Я.Яковлев –çĕнĕ чăваш çырулăхне  никĕслекенĕ.

Чăваш енĕн паллă çыннисем (А.Г.Николаев, Г.Н.Волков).

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхи.

Тăван чĕлхен  хальхи пурнăçри вырăнĕ. 

     

Вĕсенче чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисен - И.Я.Яковлевăн, Ухсай Яккăвĕн, Г.Н.Волковăн,  А.Г.Николаевăн  пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ, тăван чĕлхен хальхи вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Çавăн пекех  вĕренекенсем  презентацисемпе те паллашрĕç.