Вулавăша кĕтетпĕр

Чăваш чĕлхипе литература эрнине халалласа шкулти вулавăшра  «Пурăн эс, чăваш чĕлхи» кĕнеке выставкине  йĕркеленĕ.  Кунта килекен ачасем  чăваш халăхĕн паянхи пурнăçĕпе пуласлăхĕ, иртнипе чаплă çыннисем, ĕçĕ-хĕлĕ, йăли – йĕрки çинчен вуласа пĕлеççĕ. Выставкăпа паллашнă майăн вулакансем чăваш поэчĕсен, писателĕсен сăвви- калавне кăмăлпах вулаççĕ.  Кĕçĕннисем вара çĕнĕ чăваш кĕнекисемпе хаваспах паллашаççĕ, юлташĕсене те вулама сĕнеççĕ. Вулавăша хапăл туса кĕтетпĕр.