Çак кунсенче Шупашкарти наци библиотекинче «Урхамахсем тăраç тапăртатса» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Кĕнекене шкул ачисемпе вĕрентекенсем çырнă хайлавĕсене кĕртнĕ. Унта Курнавăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Круглова Н.Н. çырнă «Ахун ятлă ут кĕтÿçĕ çинчен хывнă халап» хайлавпа та паллашма пулать.