Интернет олимпиада иртрĕ

  Раштав  уйăхĕнче  Чăваш  чĕлхин  инçет вĕренÿ центрĕ  йĕркеленипе  С.М.Михайлов – Янтуш 190 çул тултарнине халалланă «Миллион  чăвашпа çармăсран эп Раççейри пĕрремĕш çыравçă» интернет олимпиада иртрĕ.  Унта Елчĕк районĕнчи Курнавăшри пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан  вăтам шкулта  вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. 10-а класра вĕренекен  Краснова Кристина   9-11-мĕш классем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Краснова Кристинăна тата  ăна  олимпиадăна  хатĕрленĕ В.Н.Воронова вĕрентекене   саламлатпăр!