Семинар иртрĕ

     Кǎрлач  уйǎхĕн  6-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шǎхальти  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта  районти чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  семинарĕ иртрĕ. Семинар ĕçне Курнавǎш шкулĕнче чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен   Круглова Н.Н.  та хутшǎнчĕ.  Ăна  Я.Г.Ухсай  çуралнǎранпа 100 çул  çитнине  халалланǎ.  Левая Н.А. вĕрентекен  «Поэт тĕнчи» ятпа  мероприяти   йĕркелерĕ.  Вĕрентекенсем   Я.Г.Ухсай çулталǎкне  шкулсенче  тĕрлĕрен ĕçсем  тунипе    паллаштарчĕç. Вĕсем поэта халалласа  уçǎ уроксем, тĕрлĕрен конкурссемпе викторинǎсем ирттернĕ, ачасем  сочиненисем, сǎвǎсем, калавсем çырнǎ.

    Семинара хутшǎннисем «Я.Г.Ухсай  пурнǎçĕпе пултарулǎхне шкулта вĕрентесси» темǎпа    кĕнеке кǎларма сĕнчĕç.