«Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс иртрĕ

Нарăc уйăхĕн 2-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта   «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртрĕ. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекен 49 ача хутшăнчĕ. 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшрĕç. Вăйă конкурсра   уйрăмах 5, 6, 7, 8-мĕш классем  хастар пулнине палăртмалла.

Вĕренекенсене  чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ĕç сĕннĕ.  Ăна пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă.  Çĕнтерÿçĕсем  дипломсемпе  парнесене  тивĕçĕç.