Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадинчи çитĕнÿ

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш чĕлхене вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене пулăшма майсем туса парас тĕллевпе 2012 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Федерацин аслă професси пĕлĕвĕ паракан «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ» патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕнче 9-11 классенче вĕренкенсен Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиади иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чаваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕпе, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури факультечĕпе пĕрле ирттернĕ.
Çак олимпиадăра Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11-мĕш классра вĕренекен Авксентьева Наталья та хутшăнчĕ. Вăл районта 11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадинче пĕрремĕш вырăн йышаннă. Республикăра та призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Маттур, Наташа! Наташăна тата ăна вĕрентекен Круглова Надежда Николаевнăна çакăн пек çитĕнÿ тума пултарнăшăн чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.