"Тантăш" хаçат ĕçченĕсемпе - тĕл пулу

Паян,  нарǎс уйǎхӗн  10-мӗшӗнче,  Елчӗкри  ачасемпе   çамрǎксен  çуртӗнче «Тантǎш»  хаçатра ӗçлекенсем  районти ачасемпе  тата чǎваш чӗлхипе литературине  вӗрентекенсемпе  тӗл пулчӗç.  Тӗл пулура  «Тантǎш»  хаçат редакторӗ  В.Николаев  хаçат  ӗçӗ-хӗлӗпе  паллаштарчӗ, «Тантǎш» хаçата, «Тетте»  тата «Самант»  журналсене 2012  çулта илсе тǎрас  енӗпе  ирттерекен конкурс, «Хаçатри хаçат»  проект  пирки каласа  пачӗ.    «Хаçатри хаçат»  проектǎн тӗллевӗ -  «Тантǎш» хаçата  интереслӗрех   кǎларасси,  юнкорсен хастарлǎхне  ӳстересси.  Малалла  «Тантǎш»  хаçатра  «Хаçатри хаçат»  тухма пуçлӗ. Çак  хаçатǎн  редакторӗ те,  пулǎшаканӗсем те пулӗç.  Вӗсем хǎйсем çырнǎ ӗçӗсене  хаçатра пичетлесе кǎларӗç.

Курнавǎшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вǎтам  шкулǎн  8-мӗш класӗнче    вӗренекенсем -  Корнилова  Марийǎпа  Смирнова Анна тата вӗсен  вӗрентекенӗ  Круглова Н.Н. та  тӗл пулура  пулчӗç. Вǎл усǎллǎ иртрӗ.