Курчина Анна - призерсен йышĕнче

 

 

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче республикăри тата тулай чăваш ачисем валли «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем – 3» ятлă наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Унта çакǎн пек секцисем ĕçлерĕç: «Чăваш литература пĕлĕвĕн тĕнчи», «Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ», «Тăван ен культури», «Культура Чувашии: история и современность». Курнавǎшри  пĕтĕмĕшле  пĕлӳ паракан вǎтам шкулта  10-а класра вĕренекен Егоров Игорь тата 11-а класра вĕренекен  Курчина Анна та  конференцие хутшǎнчĕç, хǎйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. «Чǎваш литература  пĕлĕвĕ»  секцире  Курчина Анна  3-мĕш вырǎн  йышǎнма  пултарчĕ, диплома тивĕçрĕ (Ертÿçи – Н.Н.Круглова).

 Аннǎпа Игоре  тата вĕсен ертÿçисене саламлатпǎр!