Хăнара – культура ăстисем

  

    

    

     Паян, ака уйăхĕн  18-мĕшĕнче,    Курнавăшри  информаципе  культура центрĕнче   СССР халăх артистки Вера  Кузьмина,  Чăваш  Республикин  культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,  чăваш халăх  çи-пуçĕн ăсти Зинаида Воронова, Чăваш Республикин  тава тивĕçлĕ  артистки Лариса Васильева  пулчĕç.

      Шкул ачисемпе тĕл пулнă май  З.Воронова   тĕрлĕ  çĕрте пурăнакан чăвашсен çи-пуçĕн уйрăмлǎхĕсемпе паллаштарчĕ, хăй аллипе хатĕрленĕ тумсен куравне йĕркелерĕ. Вера Кузьмина  артистка П.Хусанкай çырнǎ «Тилли  юррисем» ярăмри сăвăсене тата «Çĕпĕр дивизийĕ»  спектаклĕн  пĕр пайне  кăтартнă чухне  чылайăшĕ куççулленчĕ.

    Лариса Васильева   чăваш   юррисене шăрантарчĕ.  Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.

     Культура ăстисем ку мероприятие  Чăваш чĕлхи  эрнине   халалланă