Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче  Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Эрнене чăваш халăхне çутта кăлараканне – И.Я.Яковлев  пултарулăхне халалланă. Вăл «Аслă Вĕрентекенĕмĕр»  кĕнекесен выставкипе уçăлчĕ.  Чăваш культурипе çут ĕçĕн паллă ĕçченĕ, педагог-демокрачĕ, çыравçи 1848-мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  Тутарстанăн  Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн пурнăç çулĕ çинчен калакан тĕрлĕрен кĕнекесемпе журналсене  выставкăна вырнаçтарнă. Ачасем уйрǎмах  Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачи», Иван Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем» кĕнекисене  юратса вулаççĕ.