И.Я. Яковлев пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ тата унǎн хайлавĕсем çинчен калаçрĕç

Паян, ака уйǎхĕн  24-мĕшĕнче Елчĕк  районĕнчи Курнавǎшри пĕтĕмĕшле   пĕлÿ паракан вǎтам шкулта   вĕрентекенсем 1-11  классенче «Тǎван чĕлхе – асаттесен пехилĕ», «Тǎван чĕлхен  хальхи пурнǎçри вырǎнĕ», «Тǎван чĕлхе чуна çĕклет», «Аслǎ Вĕрентекенĕмĕр – И.Я.Яковлев», «Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпǎр», «Янǎратǎн эсĕ, ман тǎван чĕлхем», «Чǎваш Прометейĕ», «И.Я.Яковлев тата хальхи самана» темǎсемпе калаçусем ирттерчĕç. В.Н.Воронова  тата Н.Н.Круглова   ертсе  пынипе  ачасем  тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç, кашни класрах  тĕрлĕ презентацисемпе, илемлĕ фильмсемпе паллашрĕç,  И.Я. Яковлев  пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ  тата  унǎн  хайлавĕсем  çинчен  калаçрĕç.