Паян - чǎваш чĕлхи кунĕ

Паян -  чǎваш чĕлхи кунĕ. Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕ тăрăх Чăваш чĕлхи кунне кăçалхипе 20-мĕш хут паллă тăватпăр. Вăл чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килет. Иван Яковлевăн тивлечĕпе, вăл тунă алфавит витĕмĕпе тăван халăхăмăр вулама-çырма пуçланă. Çавăнпах апрелĕн 25-мĕшĕ чăваш халăхĕшĕн икĕ уявпа палăрать.

Тăван чĕлхемĕре сума суса пур çĕрте те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Курнавǎшри  пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан вǎтам шкулта  вара  «Чǎваш чĕлхи – тǎван чĕлхе» литературǎпа музыка композицийĕ иртрĕ. Унта  5-мĕш класра вĕренекенсем янǎравлǎ сǎвǎсемпе савǎнтарчĕç,  юрǎсем шǎрантарчĕç, 7-мĕшсем сценка  кǎтартса пачĕç. Пĕчĕк артистсем вĕренÿре çеç мар, юрă-ташăра та маттур пулнине кашниех хăй куçĕпе курса савăнчĕ.

Паянах  «Чǎваш чĕкеçĕ» вǎйǎ-конкурсра палǎрнисене,  республикǎри  «Ăслǎлǎхри пĕрремĕш утǎмсем-3» наукǎпа  практика конференцийĕнче призерсен йышне кĕнисене  тата ««EXCELSIOR-2012» конференци   çĕнтерÿçисене чысларĕç.