Çивĕт – хĕр илемĕ

Ака уйǎхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк  районĕнчи Патреккелти тĕп шкулта 6-9-мĕш классем хушшинче  «Çивĕт – хĕр илемĕ» конкурс иртрĕ. Унта Курнавǎш шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Светопольская Елена  та хутшǎнчĕ. Вǎл «Юрǎ-ташǎ  ǎсти» номинацире çĕнтерсе грамота илме тивĕç пулчĕ. Ленǎна  малашне те  ǎнǎçусем сунатпǎр.