"Тĕлĕнтермĕш уй" вăйă иртрĕ

   

 

   Ака уйǎхĕн 27-мĕшĕнче  Курнавǎшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта  «Тĕлĕнтермĕш уй»   вǎйǎ иртрĕ. Ăна чǎвашсене çутта кǎларакан И.Я.Яковлев калавĕсене   тĕпе хурса  йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕсем:  И.Я.Яковлевǎн ача-пǎча  валли çырнǎ калавĕсене аса илесси,  вĕсенчи ваттисен сǎмахĕсен пĕлтерĕшĕсене  ǎнланасси. Чи  пултарулли  8-мĕш класра вĕренекен Женя Цветков пулчĕ.