Пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Вĕренекенсене тǎван тавралǎха, чĕлхене, культурǎна юратма вĕрентес тĕллевпе ирттернĕ   «Мĕн-ши вǎл Тǎван çĕршыв?» пултарулǎх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна И.Я.Яковлев  ячĕпе хисепленекен  Чǎваш  патшалǎх  педагогика  университечĕн  чǎваш  филологи факультечĕ Раççей  историйĕн  çулталǎкне халалланǎ. Конкурса хулари тата ялти шкулсенчи 10-11 классенче вĕренекенсем хутшǎннǎ. Елчĕк районĕнчи Курнавǎшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вǎтам  шкулǎн 11 «а» класĕнче вĕренекен Курчина Анна  пултарулǎх конкурсĕнче  3-мĕш вырǎн  йышǎнчĕ. Ăна лайǎх ĕç çырма пултарнǎшǎн диплом парса чысланǎ.  Аннǎна тата унǎн вĕрентекенне-  Круглова Надежда Николаевнǎна   малашне  те ǎнǎçу  сунатпǎр.