Тунти кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2016» акци иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисене те эпир 12 сехет те 50 минутра чăваш чĕлхипе литератури кабинетне пыма ыйтатпăр. Акци 13 сехетре пуçланать. Диктант текстне А.Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» хайлавĕнчен илнĕ.
Аса илтеретпĕр: акцие хутшăнса диктант çырнă ачасен хăйсен ĕçĕсене сканер урлă е телефонпа ÿкерсе çак адреспа ярса памалла пулать: dictant2016@yandex.ru