Урок теми: Владимир Степановăн «Эксклюзивлă сăвăм» хайлавĕ
Сапăрлав тĕллевĕ: Ачасене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тупма вĕрентесси, ашшĕ-амăшне кил-çуртра пулăшма, ача чухнех пурнăç тути-масине астивсе ÿсме хавхалантарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Кулăшла хайлав тытăмне тишкерÿ тума, сăнарлă сăмаха туйма вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: чăваш тата вырăс литературинчи хайлавсене танлаштарса тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси; сăнарлă сăмах илемне асăрхама, сăнарлă шухăшлама хăнăхтарасси, ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, сывлăха çирĕплетекен, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, тĕп сăнара характеристика пани, культурăсен çыхăнăвĕпе усă курса танлаштаруллă тишкерÿ таблици йĕркелени, калаçу, шырав-тĕпчев; танлаштаруллă тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, презентаципе усă курни.
Пуплев хăнăхăвĕсем: ыйтусем çине тулли предложенисемпе çыхăнуллă хуравласси, вуланă текстпа усă курса шухăша çирĕплетесси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Владимир Степановпа А.П.Чехов сăн ÿкерчĕкĕсем, кĕнекесен выставки, компьютер, проектор, урок презентацийĕ, ĕç тетрачĕ.
Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:
1. Тăван литература: вĕренÿпе вулав кĕнеки. 5-мĕш класс валли/ Н.Г.Ивановăпа П.Н.Метин çырса-пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013. – 271 с.
2. Степанов А.М. Чăваш литературине культурăсен çыхăнăвне тĕпе хурса вĕрентесси. Меслет сĕнĕвĕсем / А.М.Степанов. – Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2012. – 52 с.
Урок юхăмĕ
- сывлăх сунни;
- урокăн темипе, вĕренÿ тĕллевĕпе паллаштарни.
Учитель сăмахĕ: Паян эпир урокра Владимир Степановăн „Эксклюзивлă сăвăм” тата вырăс писателĕн А.П.Чеховăн „Хирургия” хайлавĕсене танлаштарса тишкерĕпĕр.
II. Килти ĕçе тĕрĕслени: килте А.П.Чеховăн „Хирургия” хайлавне вуламалла пулнă, „Эксклюзивлă сăвăм” хайлав тăрăх ÿкерчĕк ÿкерме хушнă.
Выставка-вернисаж (ÿкерчĕк туса килнĕ ача мĕн ÿкернине калать, ытти ачасем ăна ÿкерчĕк тăрăх ыйтусем параççĕ.)
Учитель ĕçĕ: Ачасен ĕçĕсене доска çине çирĕплетсе пырать.
Учитель сăмахĕ: Ачасем, халĕ эпир сирĕнпе Владимир Степановăн хайлавĕнчи ачасен сăнарĕсене çак планпа тишкерер. Таблица тултарăр.
а) ĕçĕ-хĕлĕ
ă) пурнăçĕ
б) паха енĕсем
III. Текстпа ĕçлени.
1) Учитель сăмахĕ: Ачасем, халĕ çак таблицăпа ĕçлĕпĕр. (Кашни вĕренекене учитель ĕç тетрачĕсем валеçсе парать. Ачасем ĕçлеççĕ.)
Сăнарсем |
Ванюкпа Çеруш |
Ĕçĕ-хĕлĕ |
Ĕне сума вĕренеççĕ |
Пурнăçĕ |
Ялта пурăнаççĕ |
Паха енĕсем |
Нумай пĕлме тăрăшни, ашшĕ-амăшне пулăшни |
Учитель сăмахĕ: Ачасем, эсир Çерушпа Ванюкăн мĕнле паха енĕсене йышăннă пулăттăр?
Ачасен хуравĕ: нумай пĕлме тăрăшни, ашшĕ-амăшне пулăшни
Учитель самахĕ: Ачасем, эпир тата ку хайлавра мĕнле персонажсемпе тĕл пулатпăр?
Панă таблицăна персонажсен тĕлне 3-5-шер глагол тупса çырăпăр. (Ачасем ĕслеççĕ.)
Персонажсем |
Маруç (ĕне) |
Анфиса (сысна) |
Глаголсем |
Шанмасăр пăхать, сулкаласа тăчĕ, уçăлса кайрĕ,тăсса илчĕ, ĕнерлесе ячĕ, антармарĕ, тапранаймасть, çиет |
Пăхать, нăриклетме тытанчĕ, савăнать |
Учитель сăмахĕ: Çапла, ачасем, тултарнă таблицăна пăхсан мĕн калама пулать?
Ачасен хуравĕ: Маруç нушаланать, Анфиса сысна савăнать. Анфиса мĕншĕн савăнать?
2) «Эксклюзивлă сăвăм» хайлавăн сăнарлă чĕлхине тишкересси
Учитель сăмахĕ: Ачасем, хайлава тишкерер-ха.
Куçăмлă сăмах майлашăвĕсене ăнлантарăр. Куçăмлă пĕлтерĕшпе каланă сăмахсем мĕнле илемлĕх мелĕсем пулаççĕ?
IV. Физкультминутка. Сывлăха çирĕплетмелли технологи.
(Чăваш кĕвви каять. Ачасем вĕрентекен хыççăн хусканусем тăваççĕ.)
V. Культурăсен çыхăнăвĕ.
Учитель сăмахĕ: Вырăс литературинче те çакăн евĕр хайлав пур. Вăл А.П.Чеховăн „Хирургия” хайлавĕ. Эсир ăна килте вуланă тесе шутлатăп. Хал экран çине пăхăпăр, хăш-пĕр сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнланма тăрăшăпăр.
Учитель сăмахĕ: Халĕ вара сирĕн умра хайлава тишкермелли йĕрке.
1) Ачасем валеçсе панă ĕç тетрачĕ çинче таблицăна çырса тултараççĕ.
|
Хветĕр Уяр „Эксклюзивлă сăвăм” |
А.П.Чехов „Хирургия” |
Хайлав ячĕн пĕлтерĕшне уçса пани |
Хайлав пуçламăшĕнче тĕл пулать |
Калав пуçламăшĕнче тĕл пулать |
Хайлав жанрĕ |
Кулăшла калав |
Кулăшла калав |
Хайлаври сăнарсем |
Çеруш Ванюк Çеруш амăшĕ |
Курятин – фельдшер Вонмигласов - дьячок |
Пуплев тĕсĕ |
Диалог нумай |
Диалог нумай |
Пуплев фигури |
Кăшкăруллă,ыйтуллă предложенисем нумай |
Кăшкăруллă, ыйтуллă предложенисем нумай |
Сăнарсем усă курнă япаласем |
Ашшĕн сухал хырмалли станок, кăпăк кремĕпе киçтĕк вĕрен, хăмăт, турта, лав, кирпĕч, люцерна, сахăр-песукĕ, çăкăр чĕлли |
Фельдшер возьмёт козью ножку, берёт шприцы |
2) Тишкернĕ хайлавсене пĕтĕмĕшле хак пани. Пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни.
Пĕрпеклĕхсем:
- икĕ хайлавĕнче те сăнарсем пĕччен юлнă
- икĕ тексчĕн те жанрĕ – калав
- диалог нумай
- ыйтуллă тата кăшкăруллă предложенисем нумай
- сăнарсем тĕрлĕ япаласемпе усă кураççĕ
- икĕ хайлавĕнче те ĕçсем ăнмаççĕ
Уйрăмлăхсем:
- хайлав ячĕн пĕлтерĕшне тĕрлĕ вырăнта уçса панă
- вырăслинче тĕп герой çынсемпе калаçать, нушалантарать, чăвашлинче выльăхсемпе калаçаççĕ, асаплантараççĕ.
VI. Пĕтĕмлетÿ.
1. Учитель сăмахĕ: Икĕ хайлава танлаштарнă хыççăн эсир мĕн калама пултаратăр? Урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр?
Ачасен хуравĕ: ĕçе пĕлменни кирек мĕнле халăх çыравçине те кăсăклантарать, ăнсăртран сиксе тухнă инкек - синкекрен çухалса каймасăр тухма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет. Çыравçăсем çакна кулăш урлă пирĕн пата çитереççĕ.
Учитель сăмахĕ: Эпĕ те сирĕн хуравсемпе килĕшетĕп. Кирек мĕнле ĕç те асапсăр пулмасть, ăна туса пăхмасăр, аппаланмасăр вĕренме пулмасть. Ачасен ĕçченлĕхĕ – аслисенчен вĕренни. Ĕçрен хăрамалла мар, ăна вĕçне çитиччен пурнăçламалла.
-Ачасем, сире валли тепĕр пĕчĕк ĕç. Ĕç пирки панă ваттисен сăмахĕсене вĕçлемелле.
1. Алăра ĕç пултăр, пуçра… (ăс пултăр.)
2. Куç хăрать те, … (ал тăвать.)
3. Çынна сăмахпа мар, … (ĕçпе хаклаççĕ.)
4. Ÿркевлĕх ÿкерет, пите пĕçертет, хастарлăх хăтарать, … (чапа кăларать.)
5. Ĕç – пурнăç … (илемĕ.)
2. Ачасен пĕлĕвне хаклани.
Учитель сăмахĕ: Урок вĕçленсе пырать. Эсир паян пурте питĕ маттур пултăр. Ĕç тетрачĕсене пуçтаратпăр. Тĕрĕслесе тухса пурне те паллă лартатăп.
VII. Киле ĕç. Ачасем, эсир ĕне сума пĕлетĕр-и? Ашшĕ-амăш килтен аяккарах тухсан эсир вĕсене пулăшатăр-и? (Ачасем хуравлаççĕ.)
1) Атте-аннерен ĕне сумалли йĕркене ыйтса çырса килмелле.
2) Пĕр япала ячĕпе реклама çырăр.
3) Килти пĕр чĕр чун çинчен калав çырăр.