Мотоблок хуçине асра тытма! (new!!!)

Мотоблок хуçине асра тытма!

21 июня 2018 г.

Мотоблок уйрăм çыннăн килти хушма хуçалăхĕнче усă курмалли, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçламалли ĕç хатĕрĕ шутланать.

Хальхи вăхăтра унпа, уйрăмах ялта пурăнакансем, питех те анлăн усă кураççĕ. Елчĕк районĕнчи уйрăм хушма хуçалăхсенче те вĕсен хисепĕ 1700-тен иртнĕ. Шел пулин те, нумайăшĕ унпа хуçалăхри кулленхи ĕçсене пурнăçланă май хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнине çине-çинех тĕл пулатпăр. Тĕслĕхсем те çакнах çирĕплетеççĕ:  2017 çулта республика территорийĕнче мотоблоксем хутшăннипе çул-йĕр çинче 12 инкек пулнине, вĕсенче 2 çын вилнине тата 12 çын аманнине шута илнĕ.

Мотоблок хуçин вара яланах çакна асра тытмалла: ăна çынсем пурте усă куракан çулсем çине илсе тухма тата унăн прицепĕ çине çынсене лартса çỹреме вуçех юрамасть - прицепа груз турттарас тĕллевпе анчах усă курмалла. Енчен те мотоблок çине ларса çул çине тухма тиврĕ пулсан, хăрушлăхран асăрханас тĕллевпе, ун çине çутатакан хатĕр вырнаçтармалла. Çапла майпа эсир хăвăра тата çывăх çыннăрсене инкек пуласран сыхласа хăварма пултаратăр.

Мотоблок водителĕ Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи çулçỹрев йĕркине пăхăнма тивĕçлĕ. Йĕркене пăхăнманшăн, çыннăн сывлăхне сиен кỹнĕшĕн ăна уголовнăй майпа явап тыттарма пултараççĕ.

В.Мекшеев,
патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.