Хальхи ачасен пурнăçĕ питĕ йывăр. Вĕсен çине паян шкулта та, килте те пысăк лав тиенет: уроксем нумай параççĕ, уроксем хыççăн тата секцие, кружока, экзаменсем çывхарса пынă чух хушма занятисене… çӳремелле.
Ачасем вĕренӳре ĕлкĕрсе пыччĕр тесен мĕн тумалла-ха пирĕн?
Ачасене ĕçпе канăва ылмаштарса пыма вĕрентер. Хальхи вăхăтра нумай ашшĕ-амăшĕ (ытларах чухне аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ) ачасем питĕ ывăнни, вĕсен канма та вăхăт çуккине, килти хушма хуçалăхра та пулăшмаллине палăртаççĕ. Канни диван е койка çинче ним ĕçлемесĕр выртнине пĕлтермест. Пĕр ĕçе тепĕр ĕçпе ылмаштарни – пит аван кану. Шкултан килсен хуçалăхра пулăшсан, унтан уроксене тусан, ача пурне те ĕлкĕрет. Нумай ача тата (ытларах кĕçĕн класрисем) килти ĕçсене ашшĕ-амăшĕсĕр, вĕсем ĕçрен килмесĕр пурнăçлама та пуçламаççĕ. Çак вăхăт тĕлне вĕсем ывăнса та çитеççĕ. Ачасене çавăнпа килти ĕçсене хăйсем тĕллĕн пурнăçлама кĕçĕн классенчех хăнăхтармалла.
Уçă сывлăшра пулни ти питĕ кирлĕ ачасене. Санитари нормипе паян ачасен уçă сывлăшра 3 сехет пулмалла. Шкултан киле таврăннă вăхăт та, хуçалăхра уçă сывлăшра пулнă вăхăт та кĕрет çак шута. Енчен те пурĕ пĕрле 3 сехет пулаймасть пулсан, ачасене хистесех уçăлса çÿреме кăлармалла. Çак йăлана вĕсене хăйсене йĕркелесе тăма вĕрентмелле. Сывлăх – пурнăçра чи кирли. Ачасем сывă та тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр тесен пирĕн, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн, пĕрле килĕштерсе тимлемелле.
Компьютер тата телефон ачасене питĕ кансĕрленине халĕ чылайăшĕ палăртаççĕ. Ачасем компьютер умĕнче нумай вăхăт ирттерни ашшĕ-амăшне çеç мар, ăсчахсене те, вĕрентекенсене те пăшăрхантарать. Кирлĕ информаци шыратпăр тесе лăплантараççĕ пире ачасем. Телефон çумне пирĕн ачасем çыпăçсах ларнă. Утса пынă чухне те вĕсем телефонпа. Нумай чухне çакна пула çул çинчи инкек те пулать.
Çак компьтерпа телефон ачасене питĕ пысăк пулăшу та пама пултараççĕ. Интернетра ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама пултараççĕ, тĕрлĕ сайтсенче(Решу ЕГЭ,…)экзаменри пек тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласа экзамена тĕплĕн хатĕрленме пултараççĕ. 9 класра вĕренекен ачасем тытакан пур предметпа та! Экзаменри ыйтусемпе ĕçсем ФИПИ сайтĕнче пурте пур!
Ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслашма пулăшăр. Нумай вулакан ача нумай пĕлет, мĕншĕн тесен унăн тавракурăмĕ аталанать, сăмах пуянланать, пуплев илемленет, якалать. Хальхи ачасен питĕ сахал вулани пире, вĕрентекенсене, пăшăрхантарать. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе эпир нумай ĕçлетпĕр. Иртнĕ çултанпах ачасем кашни уйăхрах пĕр кĕнеке те пулин вуласа тухса кĕске шухăшне каласа парассине йăлана кĕртнĕ. Анчах та пур ача та çак ĕçе кирлĕ шайра туса пыраймасть. Нумайăшĕшĕн содержани каласси питĕ йывăр ĕç. Ашшĕ-амăшне эпĕ ача кĕнеке вуланине тĕрĕслесех тăма ыйтасшăн.
Экзаменсене хатĕрленме 1-мĕш класрах пуçламалла.
«Лайăх хатĕрленни – çур çĕтерÿ» тенĕ Сократ. 9-мĕш класра та тĕплĕн хатĕрленни экзаменсене тытма май парать. Кашни ыйтăва ăнланса тĕплĕн пăхса тухмалла. Пĕр пĕлмен, ăнланман ыйту та пăрахса хăвармалла мар тетпĕр эпир ачасене.
Ачасем сирĕнпе, ашшĕ-амăшĕпе чунĕсене уçса калаçаççĕ. Хăш предметпа экзамен тытассине те вĕсем сирĕнпе сÿтсе яваççĕ. Эсир вĕсен шухăшĕсене шута илсе кирлĕ сĕнÿсем пама ан ÿркенĕр. Мĕн ăнланманнине, вĕрентекентен ыйтма сĕнÿ парăр. Нумай чухне пĕрле вĕренекенсем те пĕр-пĕрне пулăшма пултараççĕ. Ачана яланах шанмалла. Хăйне шанма вĕрентмелле.
Ялти çыннăн тĕпренчĕкĕсемпе калаçса ларма вăхăчĕ те çукрах. Ялан ĕç унăн…
Ĕне суса выльăх пуçтарасси, çĕр çинче ĕçлесси, пахча лартса çимĕç туса илесси, инçете кайса укçа ĕçлесе илесси – пархатарлă ĕç. Вĕсем тăрантараççĕ пире. Çак ĕçсене пурне те камшăн пурнăçлатпăр-ха эпир? Анчах та хакли – пирĕн ачасем. Ывăл-хĕр мĕнле çулпа каясси, мĕнле пурăнасси пирĕнтен килет.
Яланах ĕçлĕ эпир, яланах вăхăт çук. Ачапа калаçма та,ăна пулăшма та. Ача сирĕнпе калаçасшăн пулсан, унăн сиртен канаш ыйтмалла. Анчах та ачана çак самантра канăçсăрлантаракан ыйту ăна кайран кирлĕ те мар. Çапла майпа эпир вĕсене хамăртан тĕксе яратпăр. Кайран çитĕнеççĕ те пире ăнланмаççĕ. Çапла ан пултăрччĕ. Вĕсемпе пĕрле пулса, ыйтусене сÿтсе-явса яланах пулăшма тăрăшар, экзаменсене лайăх хатĕрленме май парар.
Ачасен суткара 8 сехетрен кая çывăрмалла мар! Енчен те экзаменсене хатĕрленсе ача ывăнать пулсан апат хыççăн пĕрер сехет çывăрса илме сĕнеççĕ врачсем. Çĕрĕпе экзаменсене хатĕрленни сывлăха çеç хавшатать.
Апат та техĕмлĕ те усăллă пулмалла. Кунне 3-4 хутчен апат çимеллех ачасен. Витаминпа пуян апат пулмалла вăл. Мăйăр, сĕт юр-варĕ, пулă, какай, пахча-çимĕç, улма-çырла, тĕрлĕ пăтăсем пулмалла рационта. Экзамена кайнă кунхине ирхи апатра пăтă тата пылак чей пулсан питĕ аван пулнине палăртаççĕ врачсем. Экзамена вара шăкалат (çыпăçтарман хутли) тата шыв(витĕр курăнакан савăтри) парса яма сĕнеççĕ. Апата пĕчĕккĕн-пĕчĕккен кунне темиçе(3-4) хутчен çимелле. Нимĕнле хальччен çисе курман çимĕçсем экзамен умĕн ачасене ан çитерĕр.
Кирлĕ эмелсене малтанах хатĕрлесе хумалла. Вĕсем те эсир пĕлекеннисем, хальччен усă курнисем пулмалла.
Экзамена хатĕрленсе ача нумай кĕнеке вулать, компьютерпа ларать. Çавăнпа та унăн ĕç вырăнĕ çÿтă та меллĕ пулмалла. Ытлашши çутă та куçа çиет, çителĕксĕр çутă та куçа пĕтерет. Кирлĕ чухне сĕтел çине лампа лартса ĕçлемелле. Лампăн хăвачĕ 40-60 Вт пулмалла.
Пурне те экзаменсенче ăнăçу сунасшăн сире. Ачасене экзамена хатĕрленме пур условисене туса парса вĕсен çитĕнĕвĕпе савăнмалла пултăр.