Кашни çулах çул çитмен ачасене преступлени тăвассинчен тата правăна пăсассинчен асăрхаттарас, çул çинче асăрхануллă пулма вěрентес тěллевпе «Полици тата ачасем» акци иртет. Çак тапхăра Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта 5-мěш класра вěренекенсем те хастар хутшăнаççě.
Паян, юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Н.М. Кузнецова класс ертӳҫи пиллĕкмĕшсемпе «Çул ҫинче те асăрханулăх кирлĕ» видео пăхрĕҫ. Надежда Михайловна ҫул-йĕр ҫине тухсан яланах тимлĕ пулмаллине, йĕркене ҫирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут асăрхаттарчĕ. Çул ҫинчи инкек чылай чухне хамăртан килнине аса илчĕҫ. Сывă пурнăҫ йĕрки пирки те калаҫрĕҫ вĕсем.
Ачасем панă тĕрлĕ ыйтусене Надежда Михайловна тулли хуравсем пачĕ, яланах сыхă та асăрхануллă пулмаллине пĕлтерчĕ.