Аверьянова Е.В. - «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестиваль призерě

Аверьянова Е.В.  -  «Чăваш ачи чăвашах»  V-мĕш фестиваль призерě

        Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕ»  Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестивальне йěркелерěç. Вăл  икӗ номинаципе иртрӗ.

        Чӑваш чӗлхи вĕрентмен учительсемпе воспитательсем урок темине тăван халăх историйĕпе тата культурипе çыхăнтарчӗҫ, пуплев илемлӗхӗпе тыткӑнларӗҫ,  чăвашла тĕрĕс те таса калаçса ӑнлантарчӗҫ, тĕрлĕ меслетпе мелпе усă курчӗҫ, ачасене хавхалантармалли мелсем тупрӗҫ, кӑсӑк информаци пачӗҫ. Елчěк районěнчи Курнавăш шкулěнчи ача пахчинче ěçлекенсем те çак  фестивале хутшăнма кăмăл турěç. Аверьянова Елена Витальевна вара «Вĕрентетпĕр чăвашла»  номинацире  призер пулса тăчě.  Ăна  пулӑшаканě чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ  Воронова Вера Николаевна пулчě.

      Фестиваль чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантармалли майсем иксӗлми пулнине кӑтартрӗ. 

       Фестивале  хутшăнакансене  саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!