Курнавǎшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулта шкулчченхи ачасен ушкǎнěнче кǎсǎясен кунне халалласа «Кайӑксем – пирĕн туссем» акци ирттерчĕç.
Воспитательсем ачасене пирĕн тӑрӑхра хĕл каçакан кайӑксемпе тěплěнрех паллаштарчĕç, еплерех пурӑннине каласа пачĕç. Ачасем те парӑмра юлмарĕç. Савӑнсах кайӑксене ӳкерчĕç, тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене шырарĕç, сӑвӑсем вуларĕç, сасӑ тӑрӑх кайӑксене уйӑрса илчĕç. Хӑйсем тунӑ сырӑшсем çине апатсем тухса хурса пачĕç.