Аннесен уявě ячĕпе

Аннесен уявě ячĕпе

    

         Мĕн авалтан анне сăнарĕ халăх ăслăлăхěпе, юрату, килĕшÿ, ырлăх паллисемпе  çыхăнса тăрать. Амăшĕн юратăвĕ ача чунне ялан ăшă туйăм парса тăрать. Çуралса тĕрекленнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕ те – анне. Кашни çыншăн амăшĕн юратăвĕпе ачашлăхĕ чи хаклă туйăм пулса тăрать. Анне – тĕнчере пĕрре, вăл хăйĕн  мĕн пур пурнăçне  ачисемшĕн пурăнать. Кашни амăшĕ хăй  ачи ăслăрах, пĕлÿллĕрех пултăр, вĕсем  хăйсен  пурнăçне  тата илемлĕрех, тулăхрах та чыслăрах пурăнса ирттерччĕр тет.

Чÿк уйăхĕн  26 –мĕшĕнче   Курнавӑшри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вӑтам шкул 160 çул тултарнине халалласа тата аннесене саламласа  шкулчченхи «Ылтӑн пулӑ» ушкӑнра уяв иртрĕ. Пурне те хаваслă кулă, ырă  кăмăл сунса ачасем юрларĕç, ташларĕç, сӑвӑсем каларĕç тата тĕрлĕ вӑйӑсем вылярĕç.

         Хаклă аннемĕрсем, хăвăрăн пархатарлă тивĕçе чуна парса пурнăçланăшăн ирĕк парсамăр  сире чи илемлĕ те чыслă уявсенчен пĕри – Аннесен кунĕ ячĕпе саламлама. Пурнăçра çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх тата ырлăх– сывлăх сунатпӑр.