Курнавăш шкулěн вěренекенěсем - призерсем

Курнавăш шкулěн вěренекенěсем - призерсем

   Шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, вěсене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе  регионсен шайěнчи интернет олимпиада иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йěркелерě.

    Регионсен интернет олимпиадине Елчěк районěнчи  Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти 6-мěш класра вěренекенсем хастар хутшăнчěç. Вěсен кăтартнă вăхăтра 20 ыйту çине тулли хурав памалла пулчě.  Васильева  Анастасия, Мартышкина Яна, Иванов Александр, Филиппова Полина призерсен йышне кěме пултарчěç.

      Вěренекенсене тата вěсене олимпиадăна хатěрлекенсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.