«Эпир хамăр аппапа чăн-чăнах та мăнаçланатпăр» уçă калаçу

«Эпир хамăр аппапа чăн-чăнах та мăнаçланатпăр»  уçă калаçу



2022 çул – Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсене халалланă çулталăк. Кашни ял, район, хула  хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Комбайнер-и вăл е бухгалтер-и, вĕрентекен-и, сутуçă-и, поэт-и... Тĕрлĕ профессинче палăраççĕ вĕсем. Пирĕн тăрăхра та çакăн пек çынсем пур паллах. Вĕсенчен пĕри - Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) çыравçă.  

Паян, ака уйăхӗн 7-мӗшӗнче, Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулти 1, 3 класра вӗренекенсемпе «Эпир хамăр аппапа чăн-чăнах та мăнаçланатпăр»  уçă калаçу иртрӗ. 1-мӗш класра вӗренекен Димитриева Маргарита тата 3-мӗш класра вӗренекен Димитриев Серафим хăйсен амăшӗн аппăшӗ - Елен Нарпи çинчен ачасене тӗплӗн каласа пачӗç, унăн  кӗнекисемпе паллаштарчӗç.

Уроксем хыççăн ачасем «Çумламан йăран» калава вуласа тишкерчӗç, нумай çěннине  пěлчěç. Чăннипех те Елчěк енре çуралнă ентешěмěрпе тивěçлипех мухтаннине палăртрěç.