Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě

Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě



Паян, ака уйăхěн 18-мěшěнче, Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě. Ăна чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсем çинчен тěплěнрех пĕлес, вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тата тивĕçлипе мăнаçланас, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес  тěллевпе тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа  174 çул çитнине халалланă.

Шкул библиотекарě А.В.Мартышкина  «Чăвашран тухнă паллă çынсем» кěнекенсен выставкипе паллаштарчě. Вěренекенсем чăваш халăхěн мухтавлă  çыннисемпе – И.Я.Яковлевпа, Никита Бичуринпа, Н.В.Никольскийпе, Максим Михайловпа тата ытти  паллă  ентешсемпе тěплěн паллашрěç, вěсен ěçě-хěлěпе мухтаннине палăртрěç.