Экскурсире пулчěç

Экскурсире пулчěç






Ҫу уйăхĕн  27-мĕшĕнче Чăваш Енрен  тухнă  паллă  ентешěмěрсем  çинчен ытларах  тěпчесе пěлес, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашас тӗллевпе Елчěк районěнчи  Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  вӑтам шкулта 5 - 6 классенче  вӗренекенсем   Ҫеҫпӗл Мишши пурӑннӑ, вӗреннӗ вырӑнсене  ҫитсе курма шутларӗҫ.

Экскурси Канаш районне кӗрекен  Шӑхасанти "Ҫеҫпӗл" ӑс-хакӑлпа пултарулӑх центрӗнчен пуҫланчӗ. Ачасем «Ҫеçпӗл Мишши - мухтавлӑ ентешӗмӗр" презентацие пӑхнӑ май чăваш халăхĕн паллӑ поэчĕн пурнăҫĕпе тата пултарулăхĕпе тарăнрах паллашрĕҫ, вилӗмсӗр ҫыравҫӑн ҫӗнӗ пурнӑҫа мухтакан сӑввисене вуларӗҫ.

Михаил Кузьмич Кузьмин ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл ялӗнчи музейра та ачасене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Мишшан  ачалӑхӗ, шкулта вӗреннӗ ҫулсенчи пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗҫ. Вилӗмсӗр поэт çӳренě ял урамӗпе утса вӑл пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнче пулса курчӗҫ.  Çеçпĕл Мишши пĕр хăйĕн чапĕшĕн хыпса çунакан поэт пулманнине ӑнланчӗҫ, паллӑ ентешӗмӗрпе чӑннипех те мухтанмаллине палӑртрӗҫ.

Канаш районӗнчи Мӑкӑр ял ҫывӑхӗнчи кӗпере кайса курма та манмарӗҫ. Мӑкӑр кӗперне 100 ытла ҫул каялла тунӑ,  ҫӳллӗшӗ 20 метра ҫитет. Вӑл Мускава Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара стратеги пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Каярах ҫывӑхра ҫӗнӗ кӗпер хӑпартнӑ хыҫҫӑн кӑна пӑрахӑҫланӑ, усӑ курма пӑрахнӑ. Ҫӳллӗ те вӑрӑм кӗпер, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ, йӗри-тавра ӳсекен ҫӗмӗрт, чӑрӑш тата ытти тӗрлӗ  йывӑҫсем ачасене  хӑйсен илемӗпе тыткӑнларӗҫ.

Экскурси пурин кǎмǎлне те кайрě.