Пěр тǎван Турхансен пултарулǎхě

Пĕр тăван Турхансем: Якку, Хĕветĕр, Энтри. Виççĕшĕ те хальхи Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ. Турхан – ытарлă хушамат, чăн хушамачĕ – Васильев. Н.И.Ашмарин словарĕнче Турхан сăмах пирки çапла çырнă: «Арçын ячĕ, пурте пур унăн, нимрен те кая мар, паттăр». Хăçан тата ăçтан тухнă, мĕне пĕлтернĕ  «турхан» сăмах, тĕрĕк тĕнчипе Атăл тăрăх сарăлнăскер, вырăс чĕлхине те кĕнĕскер? Вырăс патшалăхĕнче турхансем хăйне май класс, чылай çăмăллăхсемпе усă куракан сослови пулнă. Ун чухне патшалăх службинче тăракана-çĕр пÿ (çын) пуçлăхне, халăхран хырçă пухакана-ятарлă хутпа ( «тарханная грамота») «турхан» сословине çирĕплетнĕ, ăна ятарлă çĕр касса панă, хырçă-парăм тÿлесрен хăтарнă.

« Турхан» сăмах пĕлтерĕшне М.И.Скворцов чĕлхеçĕ те тĕпченĕ.Вăл çырнă тăрăх, турхан пысăк пуçлăх, князь, посол пулнă.Чăвашра турхансем пулнине ял ячĕсем те аса илтереççĕ. Пирĕн тăрăхра çак ят миçе хут тĕл пулнине Н.И.Золотницкий шутланă. Турхан ятлă ялсем Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Патăрьел, Муркаш тата Çĕрпÿ районĕсенче, Мăн Турхан Вăрнар районĕнче, Кĕçĕн Турхан Шупашкар районĕнче пур. Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕ Кĕçĕн Пăлан сылтăм енче вырнаçнă. Ку ялти  Васильевсен ача-пăча йышлă ÿснĕ. Кĕçĕнни, Энтри вун пĕрмĕш ача шутланнă. Çак пысăк йышра ашшĕ-амăшĕ пурне те хутла вĕрентме пултарнă.

Пĕр тăван Турхансем чăваш поэзине XIX ĕмĕр вĕçĕнче пырса кĕнĕ. Пырса кĕнĕ те хăйсен сассипе пуянлатнă. Шыравлă, ăнăçуллă пулнă вĕсен ĕçĕ.

Яков Васильевич Турхан 1874 çулта çуралнă.

Чиркÿ прихучĕн шкулĕнче, учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ. Вун пилĕкçул хушши тĕрлĕ çĕрте учительте, çавăн хыççăн чиркÿре ĕçленĕ, ытти вăхăтне хресчен ĕçĕпе пурăнса ирттернĕ. Я.В.Турхан чăвашла кăна мар, тутарла та лайăх калаçнă, вырăсла та аван пĕлнĕ. Литературăна вăл çамрăкранах юратнă. Унăн килти библиотекинче А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, Л.Н.Толстой, А.Н.Плещеев, А.Н.Майков произведенийĕсем пулнă. Турхан Яккăвĕ И.Кант, Г.Гегель, А.Бебель сочиненийĕсемпе те паллашнă. Сăвăç литература ĕçне 22 çулта тытăннă. Унăн пултарулăхĕ пейзаж, философи, гражданла лирика енне туртăннă. Хăй çырнă хайлавсемсĕр пуçне вăл вырăс поэзине чăвашла куçарас тесе нумай ĕçленĕ. 1899 çулта вăл А.С.Пушкин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май унăн çичĕ сăввине куçарать. Сăвăç çавăн пекех  В.Жуковский, И.Козлов, М.Лермонтов, А.Кольцов, Н.Некрасов поэзине куçарнă. Я.Турханăн хайлавĕсем хăй вăхăтĕнче пичетленеймен пирки алçыру вĕççĕнех халăх хушшинче анлăн сарăлнă, хăшĕсене учительсем хăйсене валли çыра-çыра илнĕ.

  Автор пултарулăхне темиçе тапхăра уйăрма пулать. 1896-1898 çулсенче вăл хăйĕн сассине хĕрсе шырать. Акă «Çуркунне» сăвăра поэт ăшă кунсем

çитнишĕн савăнакан лирика харкамçине сăнланă. Кунта хĕвел «йăл-йăл туса» пăхать, çил «вĕл-вĕл туса» вĕрет. Харкамçă чунĕ хирсем ирĕке тухнишĕн савăнса хĕпĕртет.

Çут çанталăк ÿкерчĕкĕ урлă харкамçăн чун тăрăмне туйтаракан сăвăсем Турхан Яккăвĕн каярах та çырăнаççĕ. Уйрăмах çавăн йышшисем куçарнă сăвăсем хушшинче курăнаççĕ.

Турхан Яккăвĕн малтанхи сăввисенче тепĕр туртăм палăрать. Харкамçă çут çанталăкпа калаçать, вĕсене хăйĕн чунне пăлхатакан ыйтусем парать, кăмăл-туйăмне палăртать. «Аслă шывăн хĕрринче…» сăвăра малтан шыв хĕрринчи айлăмра юман, ун çинче куккук ларнине ÿкерсе панă. Ку ĕнтĕ Ама йывăç пулчĕ (çав ÿкерÿ мелĕ сăвăçăн халăх юррисенче илнĕскер пулни иккĕленÿсĕр). Айлăм варринче «шăнкăр-шăнкăр çăл юхать» иккен, çав шывра ĕçме куккук чĕкеçе чĕнет- мĕн. Малалла риторикăлла ыйту каять:                                           

                                            Мĕншĕн, куккук, чĕкеçе

                                             Куккуклатса чĕнетĕн?

                                             Мĕншĕн юман тăрринче

                                             Куккуклатса ларатăн? 

Халăх юррисенче йышлă тĕл пулакан ыйту урлă вулавçă лирика харкамçин чун тăрăмне туять. Лешĕ хăйĕн хаклă çыннишĕн тунсăхлать иккен. Акă кĕр çитсессĕн кайăксем ăшă енне вĕçсе кайĕç. Лирика харкамçи те хăйĕн тăван тăрăхĕнчен уйрăлать. Тен, вăл хăйĕн хаклă çыннипе çула тухать? Е пĕчченех уйрăлать-ши тăван çĕрĕ-шывĕнчен? Кĕрхи тунсăх сулхăнĕ çапнă чун ĕнерĕвĕ сисĕнет ку сăвăра.

Халăх юррин тытăмĕ-поэтики уйрăмах виççĕмĕш туртăмлă сăвăсенче уççăн палăрать. «Тусăмсем» хайлава автор хăна юррисем евĕрлĕ çырнă. Ăна сăвăç кĕвве хывса (е хатĕр кĕвĕпе усă курса) юрлани кĕретĕнех курăнать. Кунти харкамçă хăйĕн тусĕсен умĕнче чунне уçса юрлать. Хăна юррисенче хуçасене сăйшăн тав тăваççĕ пулсассăн, çак сăвăри харкамçă тусĕсен умĕнче акă мĕнле тупа тăвать:

                                        Çак тусăмсемпе ман пĕрех чĕре,

                                        Çичĕ тăшман пире уйăрас çук.   

Вунă сыпăклă йĕркесем анатри чăвашсен юррисенче анлă сарăлнă. Çавăнпа та Турхан Яккăвĕ кунта хăйсен тăрăхĕнчи юрăсен тытăмĕпе тухăçлă усă курнă темелле. Халăх юррисенче «тусăмсем» вырăнне ытларах «тăвансем» тĕл пулать. Автор юрра хăйĕн тус-тантăшĕ умĕнче юрлама çырса хатĕрленĕ пулас. Турхансем хăйсен килĕнче тăтăшах юрă каçĕсем ирттерни, вĕсенче халăх юррисемпе пĕрлех романссем, çĕнĕрен хайланă юрăсем шăрантарни паллă. «Тусăмсем» юрă çавăн йышшисенчен чи малтанхи пулас.

Кĕвĕллĕ сăвăсен йышне «Чĕрем ыратни» ятлă сăвва та кĕртмелле. Кунти лирика харкамçи хăйĕн чунĕпе калаçать, ăна ăшра мĕн пурине уççăн калама, чĕлхепе вут пек çунтарма ыйтать. Çав тĕрĕс сăмах этем ирсĕрлĕхне кăтартĕ, çав хушăрах чун çине «этем хурт пек сырăнĕ». Тĕрĕслĕхшĕн хурланса ĕсĕклекен чунлă харкамçă çапла çавра çавăрса юрлать: 

                                  Ай-хай кăна чунăм, пĕр чунăмçăм!

                                  Куллен-кунах хĕнпе хуйхăратăн.

                                  Епле-епле сăвă эс юрлăн-ши?

                                  Епле сăвăпа хăвна пусарăн?!

 Сăвă сăвăçа чи малтан чунне пусарма кирлĕ иккен. Хайхи Я.Турхан пултарулăхĕнче хăна юррисенчен пуçланнă туртăм кăмăл-туйăм пăлханăвĕпе тачă çыхăнни курăнса кайрĕ. Харкамçа этем ирсĕрлĕхĕнчен тÿсекен пек кăтартни хайлаври çыру мелĕ сентиментализма çывăх пулнине систерет. Романс жанрĕ хăй те çав юхăм тымарĕнчен сĕткен илнĕ. Туйăма мала лартни, ăна кăмăл-сипетпе çураçтарни, çут çанталăкпа çын хушшинчи çураçулăх, чун пĕрлĕхĕ – çаксем пурте Турхан Яккăвĕ чăваш поэзине сентиментализм  паллисене кĕртни, вĕсене аталантарма пултарни çинчен калаççĕ.

«Çÿлте кăвак пĕлĕт уяр тăрать…» сăвăра (ăна автор тепĕр ал çырура «Юрă» ят панă) сăвăç çамрăклăхпа ватлăх паллисене çут çанталăкри тĕслĕхсемпе ÿкерсе кăтартнă. Хальхи вăхăтра – çамрăклăх. Çав харкамçă çиçсе тăнă вăхăтра ватлăх çитесси пирки епле шухăшлатăн! Çыннăн кайран пуласси çинчен мар, хальхишĕн ытларах тăрăшмалла, пуçа ватса мар, чун-чĕрене туйса пурăнмалла. Ку ĕнтĕ халăхăмăрăн «Эпир вилсен мĕн юлать? Савăнни-кулни – çав юлать» теекен философилле ăнлавне тепĕр енчен çавăрса пăхни пулчĕ. Пурнăçăн илемĕ пурăнса ирттерекен кашни куна хаклама пĕлнинче иккен. «Вăхăчĕпе ĕçлĕпĕр, вăхăчĕпе ĕçĕпĕр» (К.Иванов) тенешкел, кашни вăхăтăн хăйĕн палăртнă йĕрки, чуна хускатакан телейĕ-хуйхи пур-çке. Анчах та эпир вĕсене пурне те пĕлсе çитерейĕпĕр-ши?

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Я.Турхан социаллăх тата индивидуаллăх енне кăна мар, эпикăлла калу енне те туртăнать. 1902 çулта вăл «Варуççи» ятлă эпикăлла хайлав çырать, ăна тепĕр тăватă çултан «Хыпарта» пичетлесе кăларать.

«Варуççи» поэма сюжечĕ ансат: чухăн каччă Ванюк Варуççине юратать, анчах пуян хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ ирĕк паманран качча илеймест. Варуççи вара шыва сиксе вилет. Çакăн евĕрлĕ телейсĕр юрату çинчен çÿрекен сюжет чăваш- пăлхар сăмахлăхĕнче çичĕ çĕр çул ытла йĕркеленсе уйрăм жанр никĕсне кĕнĕ тесе пĕтĕмлетеççĕ литературоведсем.

«Варуççи» поэмăна лирика туртăмĕнчи эпикăлла поэзи жанрĕпе çырнă произведени теме пулать. Унта «хура халăх чĕрине чĕртмелли пророк хĕлхемĕ» вырăнне пейĕт жанрĕнчи илемлĕх мелĕсемпе усă курнă: хĕр йĕрри майлă çырнă çаврăмсенчен тăрать вăл. Автор-калуçă калас сăмахĕсене витĕмлĕрех тăвас тĕллевпе калавçăсене (улах ларакан хĕрсене) те пулăшăва чĕнет:

                               «Эй, Варуççи, Варуççи,

                                Эпир  ĕлĕк юратсан,

                                Эсĕ пиртен кулаттăн…»                                    

            Унтан автор-калуçă персонаж монологне çул парать. Варуççи монологĕнче герой хăй кун-çулĕ çинчен каласа парать, хăй шăпи пирки шухăша ÿкнине палăртать:

                                     Атте-анне çуратрĕ,

                                     Атте-анне чун пачĕ,

                                     Чун пачĕ те ÿт пачĕ,

                                     Анчах пăхма пĕлмерĕ.

                                     «…» Сар çулçă пек сарăхрăм,

                                      Хĕн-хур курса хуралтăм.

            Монолог – герой шухăш-кăмăлне палăртакан чун уççи сăмах, ăна поэт хĕр йĕрри евĕрлĕ йĕркеленĕ. Вăлах вулавçă-итлевçĕ кăмăлне çавăрмалли мел те: монолог çаврине вуланăçемĕн çамрăксен малашлăхĕпе таса юрату уйрăлми çыхăнура пулнине, юратăва хÿтĕлесе хăварсан çеç икĕ çамрăк çын телейлĕ пуласса чунпа туйса илетĕн.

            Поэт хайлавра халăх сăмахлăхĕнче калăпланнă типлă сăнарсене анлăлатса ярать. Тĕслĕхрен, ваттисен канашĕ – ырă пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ахальтен мар-тăр халап-юмахсенче шурсухалсем панă канаш тĕрĕслĕхе çĕнтерме пулăшать. Анчах поэмăра ашшĕ-амăшĕ канаш туни ачин ĕмĕтне татать, ăна хур тăвать. Çапла вара, ваттисен канашĕ ырă мар символа куçса каять.                             

                                    Ашшĕ-амăш Ванюка

                                    Урăх хĕре çураçрĕ.

            Çак йĕркесем хыççăн пĕр-пĕрне чунтан юратакан хĕрпе каччă пурнăçĕнче трагеди пуçланать.                                        

                                    Сыв пулăр та пур пулăр.

            Ку уйрăлу саманчĕ çитнине пĕлтерекен йĕрке. Унта таса юратăва хÿтĕлеме тухнă çыннăн шанчăк туйăмĕ хирĕçле туйăмпа ылмашăнать.Çак эмоцисен улшăнăвĕ текстри экспрессиллĕ кăмăл-туйăма хăпартса, вăйлатса ярать, хайлав кульминацийĕ пулса тăрать. Асăннă йĕрке чăваш наци характерне кăтартакан тĕкĕр вырăнĕнчех: пурнăçăн чи юлашки йывăр самантĕнче те тĕп герой хăйне усал тунă тĕнчене усал сунмасть. Халăх хушшинче ĕмĕрсем хушши пурăнакан йăла-йĕрке ытла та хăватлă пулнăран, Ванюк та, Варуççи те таса юратушăн пыракан уçă кĕрешĕве тухмаççĕ. Халăх ăс-тăнĕшĕн ĕмĕрхи традицие пăсни турă пÿрнĕ ирĕке пăснипе танах шутланать-çке. Автор та халăх традицине илемлĕх категорийĕ вырăннех хунă, çавăнпа вăл халăх хушшинче çÿрекен сюжета улшăну кĕртме шутламан. Пĕр хăнăхнă йăлана пăхăнас тĕлĕшрен поэт хура халăхран уйрăлса тăманран килнĕ те ку.

            Ванюк вилет. Варуççи те шыва сиксе вилет. Поэт кунта пĕр-пĕрне чунтан юратакан хĕрпе каччă вилĕмĕ урлă хăйĕн идеалне – таса юратăва хисеплемен тĕнчене сивлессине – палăртнă. Асăрхăр: произведенире таса юратăва хÿтĕлесе каланă пĕр сăмах та çук, анчах каласа парассине монолог урлă йĕркелени герой шухăш-кăмăлне автор кăмăлĕпе шайлаштарма пулăшать; пулса иртекен событисене психологиллĕ тишкерÿ тума та поэма монолог пулăшать.

            Мал ĕмĕтлĕ çынсен пÿкле вилĕмĕ пирки чуна тивмелле каласа пани хура халăха шухăша ярать. Шухăшлани вара ăс-тăна вăратакан, пурнăçа аталантаракан пулăм. Апла пулсассăн, хура халăхăн аталанмалла – малашлăх пирки шухăшламалла. Çакăнта палăрать те ĕнтĕ хура халăх хушшинчен тухнă авторăн индивидуаллăх стилĕ. Вăлах автор ăс-тăн тĕлĕшĕнчен хура халăхран çÿллĕрех шайра пулнине çирĕплетсе парать. Хайлав контекстĕнче эпир çакна вулатпăр: чăваш халăхĕн ырă йăла-йĕрке нумай, анчах вĕсем хушшинче пăрахăçа тухма тивĕççисем те пур.

           Федор Васильевич Турхан 1876 çулта çуралнă. Ăна сăвă çырас ăсталăха пиччĕшĕ – Турхан Яккăвĕ хăнăхтарса пынă. Унăн сăввисем хăйне евĕрлĕ, тарăн шухăшлă. Поэтăн 32 сăвви упранса юлнă, вĕсене 1898-1905 çулсенче çырнă.

Турхан Хĕветĕрĕ икĕ ĕмĕр чиккинчи чăвашсен йăли-йĕркине, ĕç-хĕлне, шухăш-кăмăлне чылай  енчен ÿкерсе хăварнă. Акă, «Юмăç» сăвăра «хуйхăллă», «айван», «тĕттĕм ăслă» хресчен аптранипе юмăç пăхтарма каять. Автор кунта чухăн çыннăн тертлĕ шăпине сăнарлать.

            Федор Васильевичăн сăввисенчен чылайăшĕ 1984 çулта икĕ томпа кăларнă «Революцичченхичăваш литератури»  кĕнекинче пичетленнĕ.

Поэт лирикăлла сăвăсемпе пĕрлех чăваш поэзийĕнче сатира жанрне  чĕртсе ярас тĕлĕшпе нумай вăй хуни сисĕнет. Ăсталăха вăл чăваш халăх юррисенче, вырăс хайлавçисенчен М.Ю.Лермонтовпа И.А.Крыловран вĕренсе пынă. Унăн тавра курăмĕпе поэзине  тĕн литератури те витĕм кÿнĕ.

Сăвăç кил таврашĕнчи йăла-йĕркене, тăван тавралăхпа çут çанталăка сăнласа пама юратнă. Хăш-пĕр сăввисенче чăвашсен тĕрлĕ вăхăтри вăййи-кулли, ĕçĕ-хĕлĕ сăнарланнă. Кунашкал сăвăсен шутне «Çĕнĕ çул çĕрĕ», «Хĕллехи ир», «Утă çулни» кĕреççĕ. Тăван тавралăхпа тĕрлĕрен пулăма сăнама, ун пирки сăнарлă шухăшлама вĕрентекен ÿкерчĕксем те нумай поэтăн.

Турхан Хĕветĕрĕн философипе юрату лирики енне туртăнакан тĕслĕхсем те пайтах. Вăл чăвашсен илемлĕ шухăшлавне сахал мар çивĕч сăнар-шухăшпа пуянлатнă, тăван поэзи çунат сарнă вăхăтшăн ку уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăй вăхăтĕнче поэтăн чылай сăвă йĕркисем Н.И.Ашмаринăн вун çичĕ томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» кĕрсе юлма ĕлкĕрнĕ. Турхан Хĕветĕрĕн пултарулăхĕ тăван литература историйĕнче хисеплĕ вырăн йышăнать, ахальтен мар унăн сăввисене вăтам шкулăн 10-мĕш класĕ валли хатĕрленĕ чăваш литературин хрестоматине кĕртнĕ. Унта поэтăн кун-çулĕ çинчен çырса кăтартнă, çавăн пекех чылай сăвви пичетленнĕ. Шкулта вĕренекенсем Турхан Хĕветĕрĕн «Тăвăл», «Вĕçен кайăк вĕçет», «Мĕншĕн эсĕ, хурлăхан…», «Çеçен хирте лăс хурăн»,  «Лермонтовăн вилĕмĕ», «Утă çулни», «Çамрăк сăнĕпелен çамрăк ÿсет…» сăввисене юратса вулаççĕ, пăхмасăр вĕренеççĕ.

Турхан Хĕветĕрĕн пултарулăхĕ пейзаж лирикинчен пуçланать. «Тăвăл» ятлă сăвăра автор куçĕ малтан вăрманти йывăçсене пĕтĕмĕшле курать, унтан йывăç çулçисене, хăрăк йывăçа уйăрса илет. «Ватă хăрăк йывăçăн ĕмĕрĕ паян татăлать тесе ăнлантарать лирика субъекчĕ. Ϋкнĕ йывăç сассинчен кайăк «хăраса сиксе тăрса пăхкалать». Çил тырă пуссине хумхатать, хура пĕлĕтсем «хăрушшăн-хăрушшăн иртеççĕ», вĕсене пусăри тырă ăсатать.

Çак ÿкерчĕк вулавçă чунĕнче пăлхану туйăмĕ вăратать, ăна çанталăкпа этем тĕнчисене танлаштарса пăхма хистет. Пĕри ав алă çупать, тепри вилет, виççĕмĕшĕ сехĕрленсе хÿтте пытанать, тăваттăмĕшĕ урнă пек туллашать, çÿлтисем инçетелле васкаççĕ, çĕр çинчисем вĕсемпе «кăшăл-чăшăл калаçса» юрлаççĕ. Çын тĕнчи те çаплах мар-и-ха? Ĕмĕр иртет те, кун юлать. Пирĕнтен çут çанталăк çаплипех юлĕ. Çын ĕмĕрĕ хăналăхри вăхăт кăна иккен.

Çапла вара, пейзаж лирики философилле лирика тĕсĕ пулса тăчĕ. Çут çанталăк ÿкерчĕкĕ яланах пĕр-пĕр шухăш тата туйăм çуратать. Кашни ÿкерчĕкĕн хăйĕн тĕсĕ пур. Тĕссем вара савăнăçлисем те, тунсăхлисем те, сиввисем те пулаççĕ. Эппин, ÿкерчĕк ÿкерекен вăл е ку туйăма ĕнеретех. Хайхи пейзаж лирики чи малтан туйăма палăртас тĕллевлĕ пулни курăнса каять. Ахальтен мар вăл Турхансен поэзийĕнче пысăк вырăн йышăнать: çав сăвăçсем туйăма ăсран маларах лартаççĕ, «хытă чĕре» тата « çемçе чун» мотивĕсене аталантараççĕ.

«Утă çулни» сăвăра та утă вăхăтĕнчи ÿкерчĕк курăнать.Çын çавапа  сулăнса çулать, «çутă-çутă çавана» хăйрать те малалла çулать. Хирте çава çути ялкăшать, ăна хăйранă сасă янăрать. Савăнмалла кăна пек ĕнтĕ. Лирика субъекчĕ урăххине те асăрхать: хитре çеçкесемпе çырласем çава айне пулаççĕ, шăрчăк сиксе тарать, вĕçен кайăк йăвинчен парт! вĕçсе тухать, йăви пăсăлнишĕн «мĕскĕн-мĕскĕн сассипе кăшкăрать». Утă çулакан хăйĕн кăмăлĕ хытă пулнăран кайăк инкекне курмасть те, туймасть те.

«Вĕçен кайăк вĕçет…» сăвăри лирика харкамçин чĕри çапла «шухăшпа хурланать»:

                                 Мĕншĕн мана, кайăк, эс хуйхăртса

                                 Манăн вут пек кăмăла хвартăн?

Кайăка вăл аллипе тĕкĕнчен ачашласшăн:

                                 Санăн яка тĕкне эпĕ савсассăн

                                 Манăн чĕре чăн ырра курĕччĕ,

                                 Чĕлхем куç курманнине калĕччĕ.

Çыннăн чĕлхи куç курнипе пуç шухăшланине кăна мар, чĕре туйнă «чăн ырра» та калама пултарать иккен!

Сăвăсенчи харамçă пĕр хурлăханпа калаçать, вăл хурлăхлă ларнишĕн хурланать; пĕр хурлăхлă тăри сассине итлет те, чĕри «шухăшсăр тÿсеймест». «Çеçен хирте лăс хурăн…» сăвăри лирика харкамçи вара лăс хурăн  çинчи пĕччен шăпчăк чунне мĕнпе йăпатса пурăнать-ши тесе шухăша путать:

                                    Шăпчăк мĕн шухăшпа пурăннине

                                    Эпĕ юррине итлесе сисĕттĕм,

                                    Шăпчăкăн шухăшĕ хурлăхлине

                                    Сиссен эпĕ ĕсĕклесе йĕрĕттĕм.

Анчах çав юрра хире тухса итлемелле, шăпчăк чунлă пулмалла, унсăрăн вăл мĕн шухăшпа юрланине сисме çук.

Тепĕр ушкăна кĕрекен сăвăсенчи лирика харкамçи вăхăтпа çын хушшинчи çыхăнăва асăрхать, тарăн шухăша путать.

                                    Çамрăк сăнĕпелен çамрăк ÿсет,

                                    Çамрăк ĕмĕрĕ иртет те – сăнĕ ÿкет;

                                    Çамрăк ĕмĕрĕ пур чух вăл савăнать,

                                    Çынтан сăмах итлет те – хурланать, -

тет вăл «Çамрăк сăнĕпелен çамрăк ÿсет…» сăвă пуçламăшĕнче. Çамрăк чĕре ырă пулнăран ăна курайман çын çисе сăмах тăвать, çамрăкĕ хурланса йĕнĕрен мăшăр куçне пăсать. Савнă çыннине курсассăн вăл кулать, унпа уйрăлсассăн сăнне салху тĕс çапать. Çапла савăнăçпа хуйхă хушшинче иртсе каять çамрăк ĕмĕрĕ.

                                    Çамрăк ĕмĕрĕ иртсе вăл ватăлсан

                                    Вилĕмĕ çывăх иккенне вăл сисет;

                                    Хăйĕн ватă шухăшпе шухăшласан

                                    Суя чаппа мухтавран вăл писет.

 

Иккен, çамрăклăх вăл сăн çутални, вăй-хал иксĕлми пулнăн туйни кăна мар, суя чап тата мухтав вăхăчĕ те! Çулсем иртсен кăна çын хăйĕн ĕмĕрĕ куллен-кунхи тĕркĕшÿ кăна пулнине туйса илет. Сăн та ватăлсан ÿкет, вăй-хал те иксĕлет. Мĕн тăрса юлать? Пĕр ĕмĕр иртсе кайнине ăнланни, кирлĕ пек пурăнса юлайманшăн ÿкĕнни кăна…

Андрей Васильевич Турхан 1888 çулта çуралнă. Курнавăшри пуçламăш, Елчĕкри икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан 1904 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие

кайса кĕрет. Совет саманинче вăл Мускаври ют çĕршыв чĕлхисен пединститутĕнче вĕренсе

аслă пĕлÿ илет.

Хăй ĕмĕрне ытларах шкулта ĕçлесе ирттернĕ. 1930 çулсенче Патăрьелти педучилищĕре нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ.Литература ĕçне Хусанти çулсенче хастар тытăнать,куçару ĕçне пикенет: Мольерăн «Хытă» комедине (1905), Е.Боголюбовăн «Спартак» ятлă историллĕ очеркне (1906), вырăс халăх юррисене куçарнă. Турханăн «Тĕпсакай» пьеса пур (1920). Вăл К.Тетмайурĕн «Хресчен ирĕклĕхĕшĕн» калавне куçарса кăларнă (1926).

Пĕр тăван Турхансем хăйсен поэзийĕнче социаллă пысăк ыйтусем хускатас, чăваш хресченĕсем нушаллă пурнăçне сăнласа кăтартас тĕллев лартмаççĕ. Вĕсен сăввисенче социаллă пурнăç ыйтăвĕсем тĕп вырăн йышăнман. Турхансем ытларах лириксем пулнă, пултарулăхĕ те интимлă лирикăра ытларах палăрнă. Ырăпа усал проблемине вĕсем çут çанталăк çинчен çырнă сăввисенче хускатаççĕ. Символикăпа тата контраст мелĕпе усă курса, Турхан Хĕветĕрĕ, сăмахран, ешĕл сăнлă та илемлĕ çеçенхире «тискер сасă кăларса» хăрушшăн улакан хура тăвăлпа хире-хирĕçле сăнарлать («Ман ĕмĕтсĕр кăмăлăм…» - 1902) Тăвăл çутă та илемлĕ çеçен хире  «типĕ тусанпа хуратать», лăп вăрмана лăскать, ăна сăтăр тăвать. «Лăп вăрмана çилленме вăрман сана мĕн турĕ?» - тесе ыйтать поэт. Хура тăвăл сăнарĕ урлă автор пире пурнăçăн тĕксĕм енĕсене, усал вăйсене кăтартма тăрăшать. Çапла сăвăçсем хăйсен сăввисене пуçласа философилле шухăшпа витереççĕ. Паллах, Турхансем социаллă çивĕч ыйтусемех хускатмаççĕ, вĕсен пултарулăхĕнче ытларах абстрактлă гуманизм идейисем пуçпулса тăраççĕ. «Юмăç» сатирăлла сăвăра (1898), сăмахран, Турхан Хĕветĕрĕ ултавçă юмăçсене суя ĕçпе пурăннăшăн, «айван ăса тилмĕртнĕшĕн», урăхла каласан, тĕттĕм çынсене улталанăшăн, питлет. Юмăç «ирсĕр тĕттĕм ăсĕпе мул тупнине» поэт «çылăхлă, киревсĕр ĕç» тесе питлет:

Юмăç суя чĕлхипе

Пăшăл- пăшăл калаçать,

Айван тĕттĕм ăсĕпе

Ун çумĕнче ахлатать.

Айван çапла тăнă чух

Юмăç суйса пусарать.

Çын хуйхăллă тăнă чух

Ăна çылăх тутарать.

Çут çанталăка сăнланă чухне пĕр тăван сăвăçсем илемлĕ ÿкерчĕксем тăваççĕ, сăнарлă детальсемпе усă кураççĕ. Акă çын хирте тăри юрланине илтет (Турхан Хĕветĕрĕ «Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать…» - 1898), çÿлелле пăхать – «тăри çунатти вăр-вăр тăвать» («Вĕçен кайăк вĕçет» – 1898), «Утă çулни» (1898) сăвă та çавнашкалах.

Турхансем хăйсен пултарулăхĕпе тăван чĕлхе пуянлăхне поэзи урлă кăтартса пама тăрăшаççĕ. Чĕлхе мелĕсем, унăн сăнарлăх тытăмĕ, чи малтанах, чĕлхере палăрать-çке.

Пĕтĕмĕшле илсен, Турхансен поэзийĕ чăваш литератури аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнса тăрать. Вĕсем чăваш поэзине жанр тĕлĕшенчен те пуянлатнă, интимлă, гражданлă сăвăсем, юптарусем çырнă, форма тĕлĕшĕнчен çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. 

                                                                                                            Н.М.Кузнецова