Сывǎ пурнǎç йěркипе пурǎнасси - кашни çын тивěçě. Сывлǎхпа выляма юрамасть. Ǎна
каялла тавǎрма питě йывǎр е пачах та çук. Темěн чухлě укçа та пулǎшас çук хǎрушǎ чиртен сывалма. Апла пулсан хамǎр
сывлǎха
хамǎрǎнах
хакламалла тата çирěплетсе пымалла. Сывлǎха
упрама вěрентесси ашшě-амǎшěнчен те, вěрентекенсенчен те нумай килет.
«Сывǎ
пурнǎç йěркишěн» уйǎхлǎх пынǎ май Курнавǎшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам
шкулти 6 класра «Сывлǎх – чи хаклǎ пуянлǎх» калаçу сехечě иртрě. Калаçу
вǎхǎтěнче улттǎмěшсем çак каларǎш пěлтерěшне хǎйсем мěнле ǎнланнине каласа
пачěç. Вěсем пирус туртни, эрех ěçни тата тěрлě наркотиксем усǎ курни
сывлǎхшǎн питě сиенлě пулнине палǎртрěç, çак темǎпа йěркеленě видеороликпа
паллашрěç. Сывлǎхлǎ пулас тесен мěнле витаминлǎ апат-çимěç çимелли çинчен,
сывлǎха мěн пěчěкрен упраса аталантарса пымалли çинчен те асǎнса хǎварчěç.
Юлашкинчен
вара «Хěрлě калпак» ачасемпе вăйă йěркелерě. Мероприяти вěренекенсен
кăмăлне çěклерě.