Паян,
чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам
шкулти 9-10-мěш классенче вěренекенсем Шупашкарта экскурсире пулчěç. Малтанах
ачасем вěрентекенсем ертсе пынипе тěп хулари паллă вырăнсенче пулса
курчěç.«Пушкин картти» программăпа усă курса чӑваш тӗррин музейӗнчи
экспонатсемпе тěплěн паллашрěç, К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен Чăваш академи
драма театрĕнче А.С.Пушкинӑн
"Барышня - крестьянка" хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ "Чунӑм, Лиза
-Акулина" 2 пайлӑ романтикӑллă комедие артистсем
питӗ ӑста вылянине курса киленчӗҫ. Пĕтĕм Раççейри «Пушкин картти» наци проекчĕн
тĕп тĕллевĕ - çĕршывра пурăнакан мĕнпур çамрăксене вĕсен социаллă лару-тăрăвне
пăхмасăр культура тата наци пуянлăхĕсемпе çыхăннă объектсемпе паллашма пĕр пек
майсем туса парасси. Çак программăпа Курнавӑш шкулӗнче вӗренекенсем те
анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Ҫавӑн
пекех Лидия Ивановна Филиппова çыравҫӑпа тӗл пулчӗç. Вӑл -
журналист-публицист, Раççей писателĕсен союзĕн тата Раççей Журналисчĕсен
союзĕн членĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 21 кĕнеке авторĕ.
Кăвар чĕреллĕ поэт-трибун Çеçпĕл Мишшипе пĕр çĕр çинче çуралса ӳснĕрен те пулĕ,
унăн пĕтĕм ĕç тата пултарулăх кунçулĕ тăван чăваш чĕлхипе, чăваш халахĕпе, унăн
пуласлăхĕпе çыхăннă теме пулать.
Паянхи
экскурси ачасен кăмăлне кайрě. Чăвашсен тěррин илемě, пуянлăхě вěсене
тыткăнларě. Кунтах хамăр районта çуралса ӳснě Галина
Васильевна Изратова ӳнерçě ěçěсене курса тěлěнчěç, мăнаçланчěç. Чӑвашсен
XVIII - XIX ӗмӗрсенчи кӗмӗл эрешӗсемпе пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем те ачасемшӗн
кӑсӑклӑ пулчӗҫ.
Спектакль хыҫҫӑн артистсемпе тӗл пулса калаçни тата асăнмалăх сăн ӳкерни вара вӗренекенсем асӗнче нумайлӑха юлӗ.